- Чăвашла верси
- Русская версия
Самделова туй кĕпи тăхăннă, Думилин ашшĕ пулса тăнă
Акă календарьти çĕнĕ страницăна уçрăмăр. Çĕнĕ çулталăк, унпа пĕрле çĕнĕ хыпарсем, пулăмсем... Чăваш эстрада юрăçисемшĕн, артистсемшĕн, республикăри паллă çынсемшĕн вăл мĕнпе палăрма пуçларĕ-ха? Шăпах çакăн пирки пĕлтерме васкатпăр.
«Качча тух», «Эс хирти сар чечек», «Кирлĕ эс» тата хит пулса тăнă ытти юрăпа куракансен юратăвне çĕнсе илнĕ Андрей Думилиншăн çак çулталăк яланлăха асра юлĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара, вăл Çĕнĕ çулхи чи пĕлтерĕшлĕ парнене тивĕçнĕ — ашшĕ пулса тăнă! Мăшăрĕ Алена ăна хĕр пĕрчи парнеленĕ.
«Пур япаларан та чи хакли», — çапла çырнă çамрăк ашшĕ ача çуратмалли çуртра ÿкернĕ, 5 пине яхăн «лайк» пухнă сăн ÿкерчĕк айĕнче. Малалла вулас...
Комментировать