Тилĕ ĕрчет

17 Янв, 2018

Çак кунсенче Элĕк районĕнчи Тури Хурасанта пурăнакансем хăйсен тăрăхĕнче тилĕ хунаса кайни çинчен редакцие шăнкăравласа пĕлтерчĕç. «Пĕр каçра 4 чăха тытрĕç», — терĕ кинемей пăшăрханса. Урамрах çÿреççĕ иккен вĕсем. Çитменнине хăрамаççĕ те. Асăннă ялта çеç мар, кÿршĕри Анатри Хурасанта, Шуркассинче, Тури тата Анатри Юлăшра алхасать тискер чĕр чун. Чăх-чĕппе пĕрлех хур-кăвакала та, кăрккана та тиркемест иккен. Ял халăхĕ ĕрчевлĕскере епле пĕтермелли çинчен шухăшлать.

Çивĕч ыйтăва татса пама Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Виктор Сорокинпа çыхăнтăм. Тилĕсемшĕн ял тăрăхĕ явап тытманнине пĕлтерчĕ вăл. Элĕк район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Прохоров патне те шăнкăравларăм. Пĕлтĕр районти сунарçăсем 20 тилĕ тытнине пĕлтерчĕ вăл. Кăçал çак ĕç валли район бюджетĕнчен 10 пин тенкĕ уйăрнă. Пĕр тискер чĕр чуншăн 500 тенкĕ парса хавхалантараççĕ. «Ку ĕçшĕн ял тăрăхĕсем яваплă мар тени тĕрĕс мар. Кун пек пурăнсан малашне чăх-чĕпсĕр, хур-кăвакалсăр юлăпăр. Пирĕн пĕрле ĕçлемелле. Вырăнти сунарçăсене ытларах явăçтармалла», — терĕ Анатолий Иванович. Сăмах май, район администрацийĕн черетлĕ ларăвĕнче ку ыйтăва хускатасси çинчен пĕлтерчĕ вăл.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать