Вĕсем чĕр чуна хÿтĕлеççĕ

17 Янв, 2018

«Хресчен сасси» ыйтăвĕсене ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн заместителĕ Владимир Кузюков хуравлать.

— Эсир, вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕр чунĕсене, вĕсем пурăнакан вырăнсене патшалăх енчен хÿтĕлес тата акарçăсем сунар йĕркине еплерех пăхăннине тĕрĕслесе тăрас ĕçшĕн яваплăскер, çавăншăнах тăрăшакан патшалăх инспекторĕсен пĕлтĕрхи ĕçне мĕнле хаклатăр?

— 2010 çултан пуçласа Чăваш Енре 20 пине яхăн сунарçа шута илтĕмĕр. Вăл шутран пĕрисем пурнăçран е республикăран кайнă, теприсем тĕрлĕ сăлтава пула сунара çÿреймеççĕ. Иртнĕ çул 5 пине яхăн çеç унта кайма ирĕк илнĕ. Министерствăн чĕр чун тĕнчине хÿтĕлекен дирекцийĕ пĕлтĕр сунар йĕркине пăснă 247 тĕслĕхе /2016 çулта — 300 ытла/ тăрă шыв çине кăларчĕ. Ку шутран 241-шĕпе — административлă, 6-шĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Айăплисене явап тыттарма 2-шне суда çитернĕ, 1-не тишкерсе йышăну кăларнă.

— Сăмах мĕн пирки пырать?

— Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри районĕсен чиккинче шывран вĕçсе хăпаракан кайăк кăвакалсене кимĕренех персе сунар йĕркине пăснă. Саккун кирек хăш транспорт хатĕрĕпе ларса е тăрса пынă чухне пăшалтан пеме çеç мар, ăна йăллинчен кăларма та чарать. Йĕркене пăхăнмасан уголовлă ĕç пуçараççĕ. Суд браконьертан пăшала туртса илме, 4 кăвакал тытса кÿнĕ тăкака /9 пине яхăн тенкĕлĕх/ тавăрттарма, саккуна пăснăшăн штраф хума йышăнчĕ.

— Тата хăш районсенче?

— Сунар тапхăрĕ вĕçленсен Йĕпреç, Пăрачкав, Улатăр, Патăрьел районĕсенче пĕрер пăши, Шупашкар районĕнче икĕ хир сысни тытнă. Суд айăпа çирĕплетсен браконьерсен пăши аçишĕн — 120 пин, амишĕн 200 пин тенкĕ саплаштарма тивет.

— Сунар йĕркине пăснă тĕслĕхсене пĕлтĕр мĕншĕн сахалрах шута илнĕ?

— Сăлтавне пĕр енлĕн хуравлама йывăр. Те дирекци виçĕм çулхинчен япăхрах ĕçленĕрен, те акарçăсем сунар йĕркине сахалрах пăснăран, те браконьерсем тарса хăтăлма вĕренсе çитнĕрен...

Инспекторсен ĕçĕ тивĕçтерет-и?

— Хурлама пултараймастăп. Ĕç кунĕ 8 сехет тăсăлнине, шартлама сивве тата шалкăм çумăра пăхмасăр канмалли кунсенче те тăрăшаççĕ. Вĕсем 22-ĕн çеç. Хăшĕ-пĕри икĕ районти чĕр чуна браконьерсенчен хÿтĕлет. Тивĕçлĕ канăва кайнисен вырăнне çамрăксене ĕçе илетпĕр.

Пĕлтĕр министерство вĕсене ятарлă техникăпа тивĕçтерчĕ-и?

— Автомашинăсем /УАЗ — 2, Рено — 1/ , фотоаппарат — 2, тĕттĕмре инçете кăтартакан прибор 1 туянса пачĕ. Прокуратурăпа министерствăн юридици служби сунар йĕрки çинчен калакан, çут çан-талăка хÿтĕлессипе çыхăннă ытти саккунпа ĕçре усă курма вĕрентеççĕ.

— Кайăкçăсем 2018 çулăн пĕрремĕш 8 кунĕнче саккун картинчен тухмарĕç-и?

— Иртекенни чылай. Шел, пурне те явап тыттарма дирекци вăй çитереймест. Чылай инспекторăн юр ашан çук, автотранспорт валли бензин туянма укçа çителĕклĕ уйăраймастпăр. Апла пулин те 5 протокол çырчĕç. Сăмахран, Муркаш районĕнче — сунар тапхăрĕ вĕçленсен виçĕ хир сысни тыт-нăшăн. Уголовлă ĕç пуçарнă, следстви пырать.

— Африка мурĕ сысна усракан хуçалăхсене пысăк тăкак кÿрет. Чир вирусне саракансенчен пĕри хир сысни теççĕ. Малашне сунар хуçалăхĕсене ăна ĕрчетессипе мĕнле улшăну кĕтет?

— Раççей Правительствин комиссийĕ шутне пĕчĕклетме йышăннă. Унăн сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн республикăра кашни 4 пин гектар лаптăкра вăтамран пĕр хир сысни çеç пулмалла. 2011 çулта — 1987, 2016 çулта 1278 пуç пулнă. Пĕлтĕр йыша 843 таран чакартăмăр. Хушăва пурнăçласа кăçал татах катма тивет.

— Пĕлтĕр угодисене 49 çула çĕнĕрен тара парас ĕç вĕçленчĕ. Арендаторсен чĕр чунсем ĕрчетсе, вĕсене сунарçăсене тыттарса тупăш тумалла, егерьсем валли ĕç вырăнĕсем йĕр-келемелле. Çак тĕллевсене пурнăçлаççĕ-и?

— Эсир каланине тумасан тупăш илеймеççĕ, пурлăх никĕсне тĕреклетеймеççĕ, кану условийĕсене лайăхлатаймаççĕ. Сунарçăсем ун пек угодие мар, хăтлине хапăл тусах çÿреççĕ. Çавăнпа хуçалăхсене аталантармах тивет. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.