Михаил Игнатьев Канаш ларăвне хутшăннă

5 Дек, 2013

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерстви çумĕнчи РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн XXII ларăвне хутшăннă. 2013-2014 çулсенчи тапхăрта вăл унăн членĕ шутланать.

Ларура Раççейпе Евроканаш хушшинчи çыхăнусене, вĕсен малашнехи аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Раççей ют çĕр-шыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров Раççей регионĕсем тата Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерстви информаци уçлăхĕнче пĕрле ĕçлесси лайăхланнине палăртнă, федераци субъекчĕсене инновацие мала кăларса чикĕ леш енчи çыхăнусене çине тăрсах аталантарма сĕннĕ.

РФ регионсен аталанăвĕн министрĕ Игорь Слюняев доклад тунă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - Балти тинĕсĕ хĕрринчи тата Çурçĕрти çĕр-шывсем çыхăну тытмалли программăсемпе килĕшÿллĕн Раççейре пысăк пĕлтерĕшлĕ 25 инвестици проектне пурнăçлаççĕ. Çак тĕллевпе Раççей Федерацийĕн тата Евроканаш çĕр-шывĕсен бюджечĕсенчен 429 млн евро уйăраççĕ. Апла пулин те инвестици ĕçĕ-хĕлне çĕнетсе улăштармалла. Акă 2012 çулта Раççее ют çĕр-шывсенчен тÿрремĕнех 18,7 млрд инвестици явăçтарнă - çакă тĕнчери пĕтĕмĕшле шайăн 2,1% çеç.

Ытти докладчик хăйĕн сăмахĕнче чикĕ леш енчи инвесторсемпе хутшăнусем йĕркеленĕ чухне регионсенчи суту-илÿпе промышленноç палатисен майĕсемпе анлăрах усă курмаллине, хамăр çĕр-шыври аслă шкулсенче ют çĕр-шывсенчи туристсен йышне ÿстермеллине, пĕрлехи проектсене пурнăçланă чухне экологи нормисене пăхăнмаллине палăртнă.

Раççей Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерствинче çавăн пекех Михаил Игнатьев Федерацин Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕн, чикĕ леш енче пурăнакан ентешĕмĕрсен ыйтăвĕсемпе тата Пĕтĕм тĕнчери гуманитари çыхăнăвĕ енĕпе ĕçлекен агентство ертÿçипе Константин Косачевпа тĕл пулнă. Тĕрлĕ енĕпе, уйрăммăн илсен, республикăра çуралса ÿснĕ, халĕ чикĕ леш енче пурăнакан çынсене Чăваш Енре инвестици ĕç-хĕлне явăçтарас тĕлĕшпе çыхăну тытассине сÿтсе явнă.

А.ВАСИЛЬЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.