Чăваш Енри пичет ĕçченĕсем уява хатĕрленеççĕ

13 Янв, 2018

Çак уйăхăн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче Чăваш Енри калем ăстисем, радиопа телевиденире, пичетпе çыхăннă ытти отрасльте тăрăшакансем професси уявне палртĕç. Паян вара - Раççей пичет кунĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсене саламланă май вĕсем "çынсене çӗршыв пурнăçӗнчи тата тӗнчери пысăк пулăмсемпе, обществăшăн пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе вăхăтра" паллаштарнине палăртнă. "Халăха çутта кăларас, социаллă çивӗч ыйтусене татса парас тӗлӗшпе те сирӗн ӗçӗн хакӗ пысăк. Эсир яланах малти ретре, çитӗнÿсемпе çӗнтерÿсем, улшăнусемпе паллă ӗçсем çинчен каласа кăтартатăр, вӗсене хак паратăр. Ку питӗ кăткăс тата яваплă ӗç, çапах ăна пичет ӗçченӗсем пысăк шайра тата тивӗçлӗ пурнăçласа пыраççӗ. Ахальтен мар пӗлтӗр республикăри кăларăмсенчен чылайăшӗ Пӗтӗм Раççей конкурсӗсенче çӗнтерÿçӗсемпе лауреатсем пулса тăчӗç", - тенĕ республика ертÿçи.

Кăçалхи професси уявне пичет ĕçченĕсем Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ культура керменне кăрлачăн 19-мĕшĕнче, 14 сехетре, пуçтарăнĕç.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать