Виçĕ чĕлхе — виçĕ ăс… унсăр пуçне тата спорт

11 Янв, 2018

Татьяна Васильева Комсомольски районĕнчи Александровкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 6-мĕш класра вĕренет. Чăваш чĕлхи, литература, биологи, музыка, физкультура урокĕсене кăмăллать. Чăваш чĕлхипе район шайĕнче иртнĕ олимпиадăна 7-мĕш класс ачисемпе пĕрле хутшăннă.

Пĕлни пăсмасть

Таньăн ашшĕ тутар, амăшĕ чăваш. Хĕр пĕрчи виçĕ чĕлхепе пĕр такăнмасăр калаçать. Кунсăр пуçне ют ытти чĕлхене вĕренесшĕн.

1-мĕш класра Тутар Республикинче пĕлÿ пухнă. Таня 2-мĕш класра вĕреннĕ хушăра Васильевсен çемйи Канаш хулине пурăнма куçнă. Хĕр пĕрчи унта 5-мĕш класс пĕтериччен вĕреннĕ. 6-мĕш класа кайиччен Комсомольски районĕнчи Александровка ялне куçнă.

Ашшĕпе тутарла е вырăсла пуплет, амăшĕпе чăвашла калаçать, шăллĕпе тата йăмăкĕпе — виçĕ чĕлхепе.

Баскетболпа туслă

Таня спорта кăмăллать. Унăн юратнă вăййи — баскетбол. Алла мечĕк тытсассăн лешĕ хăех унка кĕрет пек туйăнать. Канашра чухне баскетбол секцине çÿреме пуçланă та кунта вĕренме куçсассăн та юратнă спорт тĕсĕнчен уйрăлас темен. Ăшă çанталăкра ашшĕ-амăшĕпе каç кÿлĕм чупма тухаççĕ.

Ĕмĕт

Чиперук ÿссен фотограф пуласшăн. Ача садне сукмак хывнă вăхăтра вăл воспитатель пулма ĕмĕтленнĕ. Пĕррехинче Таньăн ашшĕн йăмăкĕ экзамена хатĕрленнĕ. Ачасем валли ÿкерчĕксем касмалла пулнă. Шкул çулне çитмен пĕчĕк Таня аппăшне пулăшнă. Çав самантра воспитатель пулас ĕмĕт çуралнă. Малтанхи шухăш сÿнме пуçланă, халь фотограф пулас килни вăйланса пырать. Хĕр пĕрчи чĕр чунсене, ÿсен-тăрана сăн ÿкерет. Шел, нумаях пулмасть килĕнчи фотоаппарачĕ çĕмĕрĕлнĕ.

Борщ пĕçерет

Татьяна апат пĕçерме пĕлет. Амăшĕ ăна çичĕ çултах ку ĕçе хăнăхтарнă. Чи малтан Таня манты пĕçернĕ. Çывăх çынни маларах хатĕрлесе холодильникре хăварнă та ĕçрен киличчен хĕрне пĕçерме ыйтнă. Тĕпелте аппаланма кăмăла кайнипе хĕр пĕрчи кунсерен тутлă апат-çимĕç янтăлама пикеннĕ. Çывăх çыннисем валли хăй тĕллĕн борщ та пĕçерет. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.