Паха вăрлăх — вырăнтах

10 Янв, 2018

Нумаях пулмасть Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю» агрофирмăра çĕр улмине вирус тата бактери чирĕсенчен тасатнă вăрлăх ÿстерекен тата диагностика лабораторийĕ хута кайнă. Селекципе вăрлăх центрĕнче малашне çулталăкра 5 пин тонна элита вăрлăхĕ туса илме тытăнĕç.

Агрофирма çĕр улми тата вăрлăх туса илессипе ĕçлет. Уй-хирте 20 ытла сорт çитĕнтерет. «Иккĕмĕш çăкăр» тухăçне, пахалăхне лайăхлатассипе курăмлă утăмсем тăваççĕ кунта. Сортсене темиçе çул сăнанă хыççăн чи лайăххисене, тухăçлисене производствăна кĕртеççĕ.

Виçĕ çул каялла хуçалăхра 4500 тонна вырнаçмалăх çĕр улми управĕ хута янă. Унти микроклимата компьютер йĕркелесе тăрать. Чĕр тавара контейнерсенче упраççĕ. Çак тапхăрта 0,5 гектар çинчи теплицăра 21 пин пĕчĕк паранкă çитĕнтернĕ. Теплицăра пĕрремĕш ăрури çĕр улми вăрлăхне — 8, уçă йăран çинче — 13,3 тонна туса илнĕ. Унтанпа кăтартусем палăрмаллах ÿснĕ. Икĕ çул каялла кăна 111,3 тонна супер элита хатĕрленĕ, 131,8 пин штук пĕчĕк паранкăна çитнĕ.

Çĕнĕ лаборатори уçнă çĕре ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăннă. Вăл çĕнĕ обћект республикăра çĕр улми туса илессине аталантарнă çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

— Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура кăçал çак центра йĕркелеме тĕллев лартнă. Вăл ют çĕршывран туянакан вăрлăха вырăнтипе улăштарма май парĕ. Паянхи савăнăçлă лару-тăру — эпир тĕллеве пурнăçа кĕртнине пĕлтерет, — палăртнă министр.

Вăл агрофирма специалисчĕсене, проекта пурнăçа кĕртекенсене тав тунă. Селекци ĕçĕ-хĕлне регионта кăна мар, çĕршыв шайĕнче те аталантарма сĕннĕ.

Шел, хальлĕхе ял хуçалăхĕнче паха вăрлăха ытларах чикĕ леш енчен туянма тивет. Çавна май хуçалăхсен самай тăкакланмалла. Ют çĕршыв продукцине вырăнтипе улăштарнă май Раççейре селекци ĕçĕ, вăрлăх хатĕрлессине аталантарасси те çивĕч тăрать. Чăваш Енре центр йĕркелес ыйтăва унчченех çĕкленĕ.

Иртнĕ çул «Çĕр улми – 2017» куравра та республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра çĕр улмине экспорта ăсатассине аталантарма тĕллев лартнине пĕлтернĕччĕ. Çавăнпа Чăваш Енре çĕр улмин селекципе вăрлăх центрĕ уйрăмах кирлине каланăччĕ.

— Пирĕн те чăваш çĕрĕ çинче туса илнĕ хамăрăн вăрлăх пулĕ. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, ют çĕршывран элита туянма хакла ларать. Пĕр килограмĕ 60-70 тенкĕ. Пирĕн тĕллев — элита репродукцин хăй хаклăхне чакарасси, çĕр улми туса илекенсем тупăш илччĕр, — палăртнăччĕ куравра Михаил Васильевич.

Тинех палăртнине пурнăçа кĕртме май килнĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.