Асамлăха кинемейсемпе мучисем те ĕненеççĕ

9 Янв, 2018

Салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçин çумĕ Лариса Егорова çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе май пур таран ытларах çынна саламласшăн. Çавăнпах яланхи пекех çул çÿревре вăл. Унăн парне хутаççи яланах тулли. Нумай ачаллă çемьесене те, аслă ăру çыннисене те савăнтарма май тупать хастар хĕрарăм.

Хальхинче эпир унпа Красноармейски районĕнчи Чатукассинчи ваттисемпе сусăрсен çуртне çул тытрăмăр. Кунта пурăнакансене хăнасем килессе систермен. Кĕтмен-туман çĕртен уяв пуçласа тĕлĕнтерес килчĕ вĕсене. Тĕнчере асамлăх пуррине туйса илччĕр çакăнта хăтлăх тупнисем.

Районти халăха социаллă пулăшу кÿрекен центрăн пуçлăхĕ Эдуард Ермаков шăпах çав кун ăшă салам илсе çитернĕ унта. Вăл кунти лару-тăрупа кăмăллă. Ваттисемпе сусăрсен çурчĕн пуçлăхне Станислав Матвеева тÿрех палласа илеймерĕмĕр. Хĕл Мучине çаврăннăскер пурне те вăрăм кун-çул сунать вăл. Лайăх пурăнмашкăн вара кунта пĕтĕм услови пур. Кухньăра тăрăшакан Зинаида Андреева Юр пике çи-пуçĕпе ытла та илĕртÿллĕ. Çакăнта ĕçлекенсем ваттисемпе сусăрсен кăмăлне çĕклес тесе, чăнах, тем тума та хатĕр.

Лариса Егорова ыррине ĕненсе пурăнмалли çинчен каларĕ. Ăнăçсăр ÿкнĕ хыççăн тăраймасăр выртнине аса илчĕ 13 ача амăшĕ. Çапах темле йывăр пулсан та утма пуçлас шанăçа çухатман вăл. Халĕ общество ĕçĕшĕн вăхăтне те, вăйне те шеллемест.

Унччен те пулмарĕ, Лариса Ивановна залра ларакансенчен пĕрне ташша чĕнчĕ. Ку арçынна ăнăçрĕ. Çĕнĕ çул парни мар-и çакă уншăн? Пысăк залра çаврăннă май, ахăртнех, иккĕшĕ те çутă малашлăх пирки ĕмĕтленчĕç. Шухă çамрăклăха куç умне кăларчĕç-и тен? «Бостон-вальс»-и ку?» — ташлакансен еннелле ăмсанса пăхрĕ ытти арçын. Хăшĕ-пĕри ташша кăларасса кĕтрĕ ахăр. Тепĕр тесен, пурнăç пĕрре килет, апла пулсан мĕншĕн кичемленмелле? Кăмăла уçмашкăн вырăнтан тăмалла та кăмăл туличчен ташламалла!

Кÿмере ларакан Виталий Зайцев хăй вăхăтĕнче Хĕл Мучи тумтирне тăхăннине аса илчĕ. Ун чухне ачасене юмах тĕнчине çавăтса кĕртнĕ вăл. Пĕчĕккисемпе пĕрле чăрăш тавра çаврăннă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.