Сиплевçĕсене — васкавлă пулăшу, çыхăнуçăсене — почта машинисем

29 Дек, 2017

Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев васкавлă медицина пулăшăвĕн тата «Раççей почтин» автомобилĕсен уççийĕсене чаплă лару-тăрура панă ятпа ирттернĕ мероприятие хутшăнчĕ. Унта çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов пулчĕç.

«Çĕнĕ çул умĕн сывлăх сыхлавĕн тата çыхăну тытăмĕн хастарĕсене васкавлă медицина пулăшăвĕн, «Раççей почтин» çĕнĕ машинисемпе тивĕçтерсе хамăра, республика çыннисене парнепе савăнтаратпăр. Паян Шупашкар районĕнче 152-мĕш офис уçрăмăр. Йышăннă обязательствăсем ăнăçлă пурнăçланса пынипе çынсен социаллă кăмăл-туйăмне çĕклени чăннипех пĕлтерĕшлĕ, — палăртрĕ регион ертÿçи савăнăçлă мероприятие пухăннисене саламласа. — Васкавлă пулăшăвăн çĕнĕ автомобилĕсене те халăх ырлăхĕшĕн туяннă — вĕсем çын пурнăçне çăлса хăвармашкăн тÿрремĕнех хутшăнĕç.

Хаçат-журнала, корреспонденцие клиент патне вăхăтра çитермешкĕн почтăна та мобильлĕ çыхăну яланах кирлĕ. Раççей почти паян тĕпренех çĕнелсе улшăнать».

Васкавлă медицина пулăшăвĕн ГАЗель никĕсĕ çинчи автомобилĕсен уççийĕсене Муркашри /6 машина/, Элĕкри /4/, Вăрмарти /4/, Çĕнĕ Шупашкарти /2/, Вăрнарти /1/, тата ГАЗель NEXT никĕс çинчисене Çĕрпÿри /2/, ГАЗель NEXT никĕсĕ çинчисене Патăрьелти /1/, Шупашкар хулинчи Калинин /1/, Ленин /1/, Мускав районĕсенчи /1/ подстанцисене пачĕç. «Раççей почтин» филиалĕн автобази — 5, логистика департаменчĕ 6 автомобиле тивĕçрĕ.

Николай МАЛОВ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:

Васкавлă медицина пулăшăвĕн çĕнĕ автомобилĕсен уççине илнĕ водительсене Çĕнĕ çул каçĕнчи дежурствăра лăпкăлăх кăна сунатăп, вĕсен машинисен гаражран тухмашкăн сăлтав ан пултăр. Çыхăнуçăсен çулĕ вара яланак такăр тăтăр, техника кăлтăксăр ĕçлетĕр: халăха вĕсем талăкĕпех саламлă çырусемпе, бандерольсемпе тата укçа куçарăвĕсемпе савăнтарччăр.

Надежда АРТЕМЬЕВА, васкавлă пулăшăвăн Муркашри подстанцийĕн ертÿçи:

Паян эпир 6 автомобиле тивĕçрĕмĕр. Пĕтĕмпе вĕсем 7 пирĕн, пурте çĕнĕ. Хăтлă техникăпа çула тухма та шанчăклă. Кун пек чухне пациент патне вăхăтра çитсе ăна пахалăхлă пулăшу пама пултарасси иккĕлентермест. Тавах республика ертÿлĕхне пирĕн тытăмăн никĕсне пуянлатма пулăшса тăнăшăн.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать