Ÿссен фермер пуласшăн

28 Дек, 2017

Ленăпа Сергей Шупашкарти 57-мĕш шкулта вĕренеççĕ. Ытти хăш-пĕр ача пек ялти ĕçрен хăрамаççĕ вĕсем — канмалли кунсене, каникула чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Муркаш районĕнчи Патаккассинче кукамăшĕ пурăнать-çке вĕсен. Кĕтнĕ кун çитсен аппăшĕпе шăллĕ яла вĕçтереççĕ.

«Темиçе хут тархасласа ыйтсан мана кукамай ĕнене аппаратпа сума вĕрентрĕ. Ку ĕçе кушаксене хытă юратнăран кăмăлпа пурнăçлатăп. Вĕсене ĕне суса сĕт ĕçтеретĕп. Березка сĕт нумай парать», — тĕлĕнтерчĕ 4-мĕш класра вĕренекен Сергей. Кукамăшĕ Тамара Петрова виçĕ ĕне усрать. Унсăр пуçне сурăх та нумай. Çуллахи вăхăтра касăва каяс ĕç Ленăпа Сергей çинче. Çав вăхăтра çырла пуçтарса киленеççĕ вĕсем. 6-мĕш класа çÿрекен Ленăна утă вăхăчĕ килĕшет. «Сарлака шĕлепке тăхăнатăп та утта киленсе пуçтаратăп. Алăра сенĕке вылятатăп кăна», — калаçăва хутшăнчĕ хĕр ача.

Тамара Федоровнăн килĕнче 4 кушак. Çаксем ватă çыннăн икĕ мăнукĕшĕн сахал та иккен. Аппăшĕпе шăллĕ мăр-мăрсене пайлаççĕ-мĕн. Çуркунне Сергей пÿрт тăрринчен юр антарса пулăшать. «Пĕррехинче хĕрсе ĕçленĕ вăхăтра сисмерĕм те, юра çуса çакнă япаласем çине антартăм. Кукамай пурпĕрех вăрçмарĕ», — аса илчĕ арçын ача.

Ш к у л т а И в а н о в с е м т ă р ă ш с а вĕренеççĕ. Лена чăваш чĕлхине уйрăмах юратса ăса хывать. Вĕсем хулара пурăнаççĕ пулсан та тăван чĕлхепе калаçаççĕ. «Шкул пĕтерсен эпĕ яла пурăнма куçасшăн. Мĕншĕн тесен фермер пулма ĕмĕтленетĕп. Лашасене питĕ юрататăп. Вĕсене ĕрчетес килет. Иккĕмĕш сыпăкри пичче мана халех трактор рулĕ умне лартрĕ. Мотоблокпа та çÿресе курнă эпĕ. Хамăн ферма пулсан кролик ĕрчетĕп, унăн тирĕ те, ашĕ те хаклă. Кукамайăн пÿртне юсаса парăттăм», — ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ Сергей. Вăл ялта пурăнма хуларинчен лайăхрах тесе çирĕплетет. Унта аванрах иккен! Малалла вулас...

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.