Эпир — малалла, эсир ăçталла?
Раштавăн 21-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Кăçалхи 11 уйăхра выльăхран продукци илессипе ĕçсене пĕтĕмлетни тата 2017 çулхи тĕллевсене пурнăçласси» темăпа канашлу ирттерчĕ.
Унта ял хуçалăхĕн пысăк организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. «Республика сутакан чĕрĕ сĕтĕн 70% кил хуçалăхĕсенче туса илеççĕ, — терĕ. — Чăваш Ен умĕнчи тĕллеве пурнăçламаллах. Тĕрлĕ сăлтава пула вĕсенче 2-3% сахалрах сусан ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсенех производствăна 6% таран ÿстермелле. Кил хуçалăхĕсем аш та сахалрах хатĕрлесен вĕсенех саплаштарма тивет. Çавăнпа райадминистрацисен ял хуçалăх пайĕсен статистика тивĕçне пурнăçланипех çырлахмалла мар, хуçалăхсене продукци туса илмелли плана тултарма пулăшмалла. Хăш-пĕр районăн ĕç кăтартăвĕсем пĕчĕкленеççĕ, çапах йывăрлăхран тухассишĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаççĕ».
Вице-премьер 2018 çулта инвестици кредичĕ илес текен хуçалăхсен ертÿçисене çапла чĕнсе каларĕ: «Проектсем хатĕрлесе Раççей Ял хуçалăх министерствине çулталăк пуçламăшĕнчех çитермелле. Краснодар крайĕнчи, Воронеж облаçĕнчи хуçалăхсем пĕлтĕр 1-ер миллиард тенкĕ илме тăратрĕç. Шел, пирĕн проектсем «темиçе пуслăх» çеç. Программăна пĕрремĕш çул пурнăçланăран комиссипе банксем пире ырă сунса йышăнчĕç. Проект панисем пурте патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ».
Выльăх ĕрчетмелли объектсем тума пĕлтĕр Раççей Ял хуçалăх министерствине 5 хуçалăх проект кайса панă, паянхи кун тĕлне пĕри /Красноармейски районĕнчен/ федераци хыснинчен субсиди илнĕ. Ыттисен ыйтăвне çывăх вăхăтрах татса параççĕ. РФ Ял хуçалăх министерстви 2016 çулта асăннă программăпа конкурс ирттересси çинчен кăрлачăн 11-мĕшĕнче иккĕмĕш хут пĕлтернĕ. «2018 çулта патшалăхран çăмăллăх илме çав вăхăтрах пĕлтересси пирки ан иккĕленĕр», — терĕ Сергей Артамонов.
Сĕт производствипе çыхăннă ыйтусене те хускатрĕ. Хальхи вăхăтра ăна тирпейлекен заводсем пахине çеç туянаççĕ. Сăмахран, вĕсенчен пĕри кил хуçалăхĕсенче туса илни начар тесе пачах йышăнмасть, чи пахине /кашни литра — 19,8 тенкĕлле/ Тутарстанран турттарать.
Ĕнесем пăруланă тапхăрта çĕршывра сĕт чылай нумайрах. Апла пулин те Раççее Швецирен, Беларуçран, ытти патшалăхран типĕтнĕ сĕт нумай турттарса хамăр сĕт çулне пÿлеççĕ. Танлаштарма: Раççейре хатĕрлекен кашни килограмм типĕтнĕ сĕтĕн хăй хаклăхĕ 178 тенкĕпе танлашать. Ăна çÿлте асăннă çĕршывсенчен илсе килни 126 тенкĕ /НДСпа пĕрле/ çеç тăрать. Паллах, типĕтнĕ сĕтрен сĕт продукчĕ тăвакан пирĕн заводсем чи малтанах вĕсенне туянаççĕ. Хамăрăн сутăнмасăр выртать.
Пĕлтĕр кашни килограмм услам çăва — 330, кăçал 285 тенкĕлле сутнă. Вăл йÿнелнине рынок çупа тулнипе, кăçал çынсен тавар туянаслăхĕн кăтартăвĕ пĕчĕкленнипе ăнлантармалла. Çакна Йĕ-преç районĕнчи Пучинке ялĕнчи сĕте тирпейлекен завод тĕслĕхĕпе çирĕплетес килет. Вăл Шупашкарта кашни килограмм услам çăва 300 тенкĕлле сутаймасть. Мускаври 10 лавккара 750 тенкĕлле лайăх каять. Апат-çимĕç сутăнасси вăл е ку регионти çемьесем тупăш мĕн чухлĕ ĕçлесе илнинчен нумай килет.
Ял хуçалăх министерствин выльăх ĕрчетес тата ăратлăха аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Светлана Мясникова канашлу кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа доклад турĕ. Кăçалхи 11 уйăхра 2016 çулхи çав тапхăртинчен сĕт ял хуçалăх организацийĕсенче — 1,9%, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче — 14,6%, кил хуçалăхĕсенче 1% нумайрах сунине, ял хуçалăх организацийĕсенчи ĕнесен продуктивлăхне 4,2% ÿстернине палăртрĕ. <...>
Ĕне выльăх шутне ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсенче Шăмăршăсем — 36,4%, Етĕрнесем — 16,4%, уйрăммăн илсен сăвакан ĕне йышне пĕрремĕшсем — 40,1%, иккĕмĕшсем — 26,2%, Улатăрсем 23,2% чакарнă. «Хăш-пĕр хуçалăх статистика отчетĕнче сăвакан ĕне хисепне юриех пĕчĕклетсе кăтартать, — терĕ С.Мясникова. — Çавна пула ĕнесен продуктивлăхĕ пысăкрах курăнать тата кашни 100 пуçран 100 ытла пăру илнĕ пек курăнать. Тĕслĕхрен, Йĕпреç районĕнчи «Трудовикра» — 104, В.Шуркин фермер хуçалăхĕнче — 168, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи «Сормовскинче» — 114, «Свободăра» — 105, Елчĕк районĕнчи «Эмметевăра» — 119, Етĕрне районĕнчи «Сатурнра» — 105, «Рассветра» — 103, «Геройра» — 233, «Выльскинче» — 101, Тăвай районĕнчи «Дружбăра» — 102. Ĕне кĕтĕвне пĕчĕклетсе кăтартсан патшалăхран пулăшу илейместĕр. Райадминистрацисем пире пĕлтернĕ тăрăх — кашни 100 ĕнерен пăру илессипе республикăра вăтам кăтарту — 76,8 /99,6%/, кашни 100 сысна ами пуçне 1857 çура /91,3%/».
Çĕмĕрле /50,8%/, Шăмăршă /32,7%/, Етĕрне /30,3%/, Сĕнтĕрвăрри /7%/, Патăрьел /3,1%/, Хĕрлĕ Чутай /0,5%/ районĕсенчи ял хуçалăх организацийĕсенче тата ХФХсенче ашлăх выльăх тата кайăк- кĕшĕк 2016 çулхи 11 уйăхринчен сахалрах ÿстернĕ. Шăмăршă /30,8%/, Етĕрне /20,6%/, Муркаш /2,7%/, Комсомольски /0,2%/ районĕсенчи ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсенче сĕт сахалрах туса илнĕ.
РФ ял хуçалăхне аталантармалли программине пурнăçласа 2020 çулччен çĕршывра кашни ĕнерен вăтамран 6150 литр сĕт сумалла. Республикăри сĕт туса илекен хуçалăхсен кăçалхи 11 уйăхри кă-тартăвĕ — 4921. Чăваш Ен программăра ыйтнине пурнăçламасан пысăк штраф хураççĕ. Укçа енĕпе пысăк çухату тÿсес мар тесен ăратлă ĕнесен шутне ÿстермелле.
Комментировать