Канаш хулине аталантарма Мускав укçа уйăрĕ

25 Дек, 2017

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура Канаш хули, монохула, валли Мускав укçа уйăрассине малалла тăсасси пирки те сăмах пулчĕ.

Тĕп инвестор планĕсем улшăннине — килĕшÿ условийĕсене пкрнăçламаннине — кура Монохуласене пулăшакан фонд укçа уйăрассине чарса тăнăччĕ. Шăматкун фондăн сăнав канашĕн ларăвĕ ирнĕ, унта Иван Моторин премьер хутшăннă, Канаш ыйтăвне те сÿтсе явнă. «Пирĕн сĕнÿсене йышăнчĕç, укçа уйăрма пуçлаççĕ», — пĕлтерчĕ Иван Борисович.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать