Паттăрлăхĕ халăх асĕнче

8 Мая, 2014

Вăхăт малаллах шăвать. Совет халăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитрĕ. Малашлăхшăн, ирĕклĕхшĕн пуç хунисем - мухтавлă, вĕсем вилĕмсĕр. Сталинград хулишĕн пынă хаяр çапăçусенче тăшмансемпе çапăçса çамрăклах пуç хунă тепĕр паттăр - Вăрмар районĕнчи Мăнçырмара ÿснĕ Нина Капитонова учительница.

Нина Семеновна ялти шкула пĕтерсе 1940 çулта Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухать, Чупайри тулли мар вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнать, çав вăхăтрах Шупашкарти пединститутра куçăнсăр майпа ăс пухать. Анчах та мирлĕ пурнăç нумая пымасть, çĕр-шыв çийĕн хăрушă хыпар сарăлать: «Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыва сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ». Ял çыннисем пĕрин хыççăн тепри фронта тухса каяççĕ. Çамрăк вĕрентекен те чăтса тăраймасть, 1942 çулхи çу уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе вăрçа каять.

Нина - 62-мĕш çарăн стрелоксен 92-мĕш уйрăм бригадинчи 4-мĕш уйрăм батальонри санинструктор. Сталинград хулишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăнать. Çапăçусем кунран кун йывăрланса, хаярланса пынă, фашистсем пирĕн салтаксене кăнтăрла та, çĕрле те канăç паман, кунĕн-çĕрĕн тапăннă, вĕçĕ-хĕррисĕр вут-хĕм тăкнă. Моряксем атакăна кайсан Нина та вĕсенчен юлман: пăшал тытса пĕрре кăна мар çапăçăва кĕме тивнĕ унăн. Санинструктор вут-çулăм алхаснине пăхмасăр аманнă салтаксем патне çитсен вĕсен йывăр суранĕсене çыхнă, малтанхи пулăшу панă, хÿтлĕх вырăна илсе тухнă, медпункта çитернĕ. Унтан каллех санитар сумккине илсе малти линире çапăçу кĕрлекен çĕре аманнă моряксем патне васканă. Хăюллă санинструктор çапăçу хирĕнчен аманнă 160 салтака /хĕç-пăшалĕпе пĕрле/ илсе тухнă, тивĕçлĕ пулăшу парса вилĕмрен çăлса хăварнă. Вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Нина Семеновна Капитоновăна Ленин орденĕпе наградăланă. 1943 çулта тан мар пĕр çапăçура 20 çулти Нина Капитонова вилмеллех аманать.

Ентешсем паттăра манмаççĕ. 1976 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мăнçырмари вăтам шкул умне пионерсемпе шкул ачисем, «Правда» колхоз ĕçченĕсем йышлăн пухăннă. Вĕсем Нина Капитонова ячĕллĕ автобуса кĕтсе илнĕ. Ăна тума Мăнçырмари пĕлÿ çуртĕнче вĕренекенсем 10 тонна тимĕр-тăмăр пухса панă, районти ытти мĕн пур шкул ачисене те çак ĕçе хастар хутшăнма, Аслă Çĕнтерÿ кунне тивĕçлипе кĕтсе илме чĕнсе каланă. Савăнăçлă митинга шкул директорĕ А.Соловьев уçнă. Нина çуралнă Мăнçырмара пĕр урам ун ячĕпе хисепленет. Г.Моклаковпа Н.Иванов композиторсем Нина Капитонова çинчен юрă хывнă.

Вăрмар районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.