Хула стадионĕсенче чаплă уявсемччĕ...

8 Мая, 2014

Архиври çак сăн ÿкерчĕке пăхатăп та тахçан-тахçан Шупашкарти «Энергия» стадионта Аслă Çĕнтерÿ кунне мĕнле уявланине аса илетĕп.

Халăх лăк тулли! Репродукторсем хаваслă марш кĕввисене арена çийĕн салатаççĕ. Çĕнтерÿ уявĕпе пĕрлех çуллахи спорт сезонне уçнине те паллă тăваттăмăр. Тен, çавăнпа та стадионта спорт тумне тăхăннă çамрăксем ытларахчĕ. Чаплă парад вĕçленсен футбол уйне гимнастсемпе акробатсем тухатчĕç, çăмăл атлетсем вăрçă ветеранĕсен парнисемшĕн ăмăртма пуçлатчĕç, футболистсемпе волейболистсем вăййа пикенетчĕç. Сисмесĕрех хаваслă кун та иртсе каятчĕ. Чĕресенче çĕкленÿллĕ шухăш-кăмăл чĕртетчĕ. Мухтава тивĕçнĕ ветерансем пухăннисене, уява йĕркелекенсене тав туса стадионпа сыв пуллашатчĕç.

Çулсем иртсен, тăван хуламăрта çĕнĕ стадион туса лартсан çу уйăхĕн 9-мĕшĕнчи уяв унта куçнăччĕ. Татах та чаплăрах, сумлăрахчĕ вăл... Шел, ку вăхăт темшĕн малалла тăсăлмарĕ.

 

В.Филипповпа М.Зефиров фронтовиксем тата паллă спортсменкăсем уяв ялавне йăтса тухаççĕ.

Ĕçпе спорт ветеранĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.