Çирĕп сывлăх – сывă кăмăл-туйăм

15 Дек, 2017

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарнипе кашни уйăхрах Чăваш Енре Сывлăх тата спорт кунĕсене йĕркелеççĕ.

Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче сывă пурнăç йĕркине хисеплекенсем республикăри тата муниципалитетсенчи спорт учрежденийĕсене тÿлевсĕр кĕме пултарĕç. ЧР Спорт министерствин сайтĕнче «Справочник» уйрăмра çак кун тÿлевсĕр ĕçлекен спорт заведенийĕсен тулли списокĕпе паллашма пулать.

Чăваш Енре Сывлăх тата спорт кунне 2013 çулта кварталта пĕрре ирттерме пуçланă. Тепĕр çулталăкран спорт учрежденийĕсем кашни уйăхрах çынсене тÿлевсĕр йышăнма тытăннă. Хальхи вăхăтра вăл йăлана кĕнĕ мероприятисен шутĕнче. Халăх физкультурăпа спорт организацийĕсене тулли кăмăлпа çÿрет, çак кун йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăнать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.