- Чăвашла верси
- Русская версия
«Арçынсем пăхчăр тесе хитре тутăр çыхса çÿретĕн!»
Вăрçă пуçланнă чухне Ольга Андреева 12 çулта пулнă. Икĕ пиччĕшне те умлă-хыçлă салтака илсе кайнă. Ревматизмпа чирлĕ амăшĕ вырăн çинчен тăрайман. Ашшĕ вăрçă пуçланичченех куçне ĕмĕрлĕхе хупнă. Пĕве кĕрсе ĕлкĕреймен хĕрачана çав тери йывăр килнĕ: ун çине хуçалăхри мĕн пур ĕç тиеннĕ. Унсăр пуçне тантăшĕсемпе уйра вир çумланă, ыраш вырнă, хĕлле юр тытнă, кĕл сĕтĕрнĕ... Лаша витинче иртен пуçласа каçченех тар тăкнă. Вăрçă вăхăтĕнче салтаксене киле кĕртнĕ вĕсем. Икĕ чÿречеллĕ пĕчĕк пÿртре епле вырнаçкаланинчен халь хăй те тĕлĕнет. Çар çыннисене кĕсел пĕçерсе çитернĕ хĕрача. Упăшкисене вăрçа ăсатнă хыççăн эвакуаципе килнĕ хĕрарăмсем те пĕр вăхăт вĕсем патĕнче пурăннă, амăшне пăхма пулăшнă.
Килрен киле çăкăр ыйтма…
Вăхăчĕ çавнашкал пулнă: килте çăкăр çук чухне ял-ял тăрăх сахал мар ыйткаласа çÿреме тивнĕ. «Шăллăмпа иксĕмĕр хамăр лайăх пĕлекен çынсем патне кăна кĕреттĕмĕр. Пушă алăпа кăларса яман, пĕрисем çăкăр, теприсем çĕр улми паратчĕç. Эпĕ çав тери вăтанаттăм, малтан шăллăма тĕксе кĕртеттĕм, ун хыççăн — хам. Çĕтĕк-çурăк тумпа кăптăр-кăптăр кĕрсе тăраттăм та именнипе пуçа та çĕклейместĕм. Хамăртан вун икĕ çухрăмри яла та пĕрре мар ыйткалама кайса курнă. Ют çĕрте пире никам та палламанран пите хĕретмен. Икĕ тете те вăрçăран таврăнаймарĕ. 1945 çулта кĕçĕнни вилнĕ пирки хыпар килсен: «Халиччен пурăнкаларăм, ывăлăм çĕре кĕнĕ хыççăн халăм çук», — терĕ анне ассăн сывласа. Питĕ хытă йывăрланса çитнĕскер тек ура çине тăрайми пулчĕ. Икĕ хĕрне, икĕ ывăлне, мăшăрне çухатнăскере йывăр хуйхă йăлт çапса антарчĕ. Аслă тете вăрçăра вилнĕ пирки çыру килсен инке тăван ялне — Тинĕскÿльне — таврăнчĕ. Пÿрт çĕрсе пĕтрĕ, ун вырăнне мунча куçарса лартрăмăр. Анне вăрçă чарăннă хыççăн 1946 çулта вилчĕ. Шăллăмпа иксĕмĕр кăна юлсан кÿршĕри Нина аппа патне пурăнма куçрăмăр. Кайран аттен тăванĕ патĕнче пĕр хĕл каçрăмăр. Сивĕччĕ, тумтир хывмасăр алăк патĕнче хытă урайĕнче çывăраттăмăр», — аса илчĕ Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнче пурăнакан Ольга Тимофеевна.
Шкулта лайăх вĕренекен Улькана директор пĕрмай ырланă, анчах хĕрача пулăшакан пулманнипе малалла вĕренеймен. Ниçта пурăнма çукран колхоз яслине ĕçе вырнаçнă вăл. Кĕркунне ăна, 20 çулти тăлăх хĕре, тăванĕсем ялти Ваççили ятлă хусаха качча панă. Нумай та пурăнайман, тăватă уйăх çурăран упăшкине салтака илсе кайнă. Улька ватă хунямăшĕпе тăрса юлнă. 3 çул та 8 уйăхран çеç таврăннă мăшăрĕ. «Сан упăшку çартан тепĕр арăмпа килет», — йĕкĕлтешнĕ ялти чăрсăртарах хĕрарăмсем. «Лайăх, лайăх, теприн те ырă курмалла, манăн кăна мар», — юри тарăхтарма каланине пĕлсе çапла хуравланă Улька. Салтакран таврăнсанах Ваççилине ферма заведующине вырнаçтарнă. Ют хĕрарăмсене юратакан арçынпа пурнăç тума май килмен Улькана. Упăшки тепринпе явăçнă. Еркĕнĕ килех пырса çÿренĕ, анчах упăшкинчен патак çиес мар тесе хирĕç чĕнмен. Çемьене упраса хăварас тесе хăлхасăр, куçсăр пулнă вăл. Мăшăрĕн аппăшĕ темшĕн килĕштермен кинне, вăл та хушша- хуппа нумай кĕнĕ. Ваççили çарта чухне ун патне тем те пĕр суйса çырма та именмен. Ултава, тĕрĕсмарлăха чăтма пултарайман Улька пĕр çыхă çырăва вуласа тухнă хыççăн лăпланаймасăр темĕнччен йĕнĕ. Тăлăх та чухăн хĕре ют çемьере сивленине кашни самантрах туйнă вăл. Тепĕр хĕрарăмпа ирĕклĕ тĕл пулма чăрмантарать тесе кĕçех ача çуратма хатĕрленекен Улькана мăшăрĕ килтен хăваласа кăларса янă. Хирĕç пĕр сăмах та чĕнмен, тухнă та утнă. Кÿршĕри Нина аппăшĕ ăна хăйĕн патне йышăннă. Тепĕр ултă уйăхран вĕсен килĕ умĕпе Ваççили туйпа иртнĕ. «Ерĕшкине Михалук Раисине качча илмерĕ. Кăтаймас ялĕнчен урăх хĕр лартса килчĕ. Эп ачана йăтса урама тухнăччĕ, вăл Çĕпĕр урамĕ тăрăх шавлă туй кĕрлеттерсе анчĕ. Шăла çыртса пăхса юлтăм, куççуль кăлармарăм. Чĕрене мĕнрен тунă-ши манăнне?» — хурланса аса илет Улька аппа. Аякра мар пурăнсан та Ваççили ывăлне курма килмен.
Ĕçчен те тăрăшуллă Ольга Тимофеевна малашнехи çутă та илемлĕ пурнăç пирки кăна шухăшланă, вăл пĕр кун та колхоз ĕçĕнчен юлман, гектарĕ-гектарĕпе сахăр кăшманĕ тÿпе илнĕ. Пĕчĕк ывăлне хăйĕнпе пĕрле хире йăтса кайнă. Пĕррехинче Ваççилие кăшман ани сухаласа пама ыйтнă. Упăшкине апат çитерме пынă арăмĕ çакна пĕлнĕ те тем те пĕр каласа вăрçнă. «Валутка икĕ çулта кăначчĕ. Хĕрлĕ кĕпе тăхăннăскер ашшĕ хыççăн чупрĕ, трактор çине ларасшăнччĕ. Ваççили хăйне чĕннине илтрĕ, çаврăнса пăхмасăрах хускалса кайрĕ. Мĕскĕн ача куçне сăтăркаласа йĕрсе юлчĕ», — чунĕ ыратнă самантсене куçĕ умне кăларчĕ Улька аппа.
«Пĕчĕк пÿртрех лайăхчĕ»
Ольга Тимофеевнăн та телей курас килнĕ. Пилĕк çултан вăл тепре çемье çавăрнă. Качча тухас умĕн Ваççили урамра курнă та: «Улька, ан çыхлан унпа. Çавах пурăнаймастăр, эпир, арçынсем, пĕр-пĕрне пĕлетпĕр, чупкăн арçын вăл. Унăн — пĕр ял арăм! Телей кăтартас çук вăл сана», — тенĕ. Улька ăна итлемен, юри калать пуль тенĕ. Çĕнĕ çемьене килнĕ чухне унăн шăпах алли хул таранах шыçнă, çăпан тухнă. Нимĕн те ĕçлеймен хĕрарăм хунямăшне те, упăшкине те килĕшмен. Улька вĕсенчен шикленнипе больницăна каяйман. Ют килте кинĕн ывăлне малтанхи кунранах йышăнман, сăмахламасăр апат çиме те лартман. Ытлашши чун пулнă вăл кунта. Кăмака умĕнче кăвас икерчи пĕçерекен амăшĕнчен вăрттăн кăна илкелесе çинĕ арçын ача. Николай та сивĕ куçпа пăхнă пĕчĕкскере. «Ваççили калани чăна килчĕ, упăшка çĕрлесерен киле таврăнмастчĕ. Ывăлăм çине те алă çĕклетчĕ. «Анне, айта хамăрăн пĕчĕк пÿрте каялла тав-рăнатпăр, унтах лайăхчĕ», — куçран пăхса йĕнĕ Валутка. Упăшкин шăллĕсем шелленĕ инкĕшне, яланах ун хутне кĕрсе май пур таран пулăшма тăрăшнă. Çĕрле клубран таврăннăскерсем арçын ачана хăйсемпе юнашар лартса вăрттăн апатлантарнă. Юлашкинчен чăтайман хĕрарăм, мăшăрĕ килте çук чухне нÿхрепри çĕр улмине пĕр михĕ тултарнă та мунчаран тунă кивĕ те çĕрĕшнĕ пÿртне каялла куçса кайнă, текех вăл киле ура ярса пусман. Ун чухне чĕри айĕнче тепĕр чун та тĕвĕленме ĕлкĕрнĕ. Нумай та вăхăт иртмен — урăх арăм çавăтса килнĕ упăшки. Ашшĕ пур çинчех иккĕмĕш ывăлне те пĕчченех çуратнă Улька. Пилĕк уйăхри пепкине ирхине кăшман ани çине йăтса кайнă та тĕттĕмленсен çеç килне таврăннă. Нушаллă ÿстернĕ ачисене. Николайăн тата унăн шăллĕн арăмĕ-сем пĕр-пĕринчен аякра пурăнман, кашни курмассерен Улькана тапăннă. «Шыв ăсма тухасса чÿречерен сăнаса тăратчĕç, мана курсанах вăрçăнма сиксе тухатчĕç. «Тăватă упăшкапа пурăнатăн, арçынсем пăхчăр тесе хитре тутăр çыхса çÿретĕн», — пырĕ çурăласла кăшкăратчĕç мана курсан. Пĕр-пĕринпе каварлашса виççĕн пĕр çын çине ним çукран сикетчĕç. Иккĕмĕш упăшкан шăллĕсем уйрăлнă хыççăн та мана питĕ хисеплетчĕç, ялан пулăшма тăрăшатчĕç, çакă килĕшместчĕ те вĕсене», — чунне уçать Ольга Тимофеевна.
«Нихăçан та çурт лартаймăн»
Çак сăмахсене ниçта ĕçлесе курман хĕрарăмран илтме питĕ йывăр пулнă ăна. Пуçĕнчи тутăрне салтса çĕр çине çĕклесе çапнă та: «Куратăн, çурт лартатăп, пĕчченнине пăхма-сăрах», — тенĕ вăл çирĕппĕн. Чăтайман, каç çывхарнине пăхмасăр таçти аякри яла пура пăхма кайнă. Çуркунне çырмара ура путнăран тепĕр енне хырăмпа шуса каçнă мĕскĕн хĕрарăм. Малтанхи упăшки пурнăçĕнче икĕ хутчен пулăшнă ăна, уншăн та тем пекех тав тăвать ăна Улька аппа. Пĕррехинче уйра унăн çĕрне сухаласа панă, тепрехинче тракторпа пура тиесе килнĕ. Ачисем вĕтĕ: пĕри — çиччĕре, тепри пĕррере çеç пулнă ун чухне. Тирпейлÿçĕре ĕçлекен пĕччен хĕрарăма шкулта та май пур таран пулăшнă, учительсем те нимене тăтăшах пынă. Салават хулинчи шăллĕ кашни эрнерен хуларан килнĕ, пура та вăлах туяннă. «Хитре, ыттисеннинчен нимпе кая мар пÿрт хăпартрăмăр. Çав тери хĕпĕртерĕм уншăн. Ачасем майĕпен çитĕнчĕç, хама пулăшакан пулчĕç», — каласа кăтартрĕ Улька аппа. Малалла вулас...
Комментировать