Ачисен ытамĕнче

13 Дек, 2017

Яманак — Трак тăрăхĕнче чи пысăк ялсенчен пĕри. Ваттисем каланă тăрăх, унта 300 яхăн кил.

Хветли кинемей йывăç çуртра ывăлĕн çемйипе кун кунлать. Ардальон Андреевичпа Екатерина Гавриловна Степановсем 1964 çултанпах мăшăр кăвакарчăн пек пурăнаççĕ. Вĕсем çав тери сăпайлă.

Çенĕк алăкне хуллен шаккарăм. Мана хирĕç кил хуçи тухрĕ. Хветли кинемей ывăлĕ пулчĕ вăл. Амăшĕ ăна юратса Артек тесе чĕнет. Хам мĕн çăмăлпа çÿренине пĕлтертĕм.

Хальхи вăхăтра Трак тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман салтаксен тăлăха юлнă мăшăрĕсем виççĕн çеç юлнă. Çав сăлтавпах Яманака çитрĕм. Мĕнле пурăнать-ха салтак арăмĕ? Мăшăрне епле аса илет? Çак ыйтусем канăç памарĕç мана.

Хветли кинемей ывăлĕпе кинĕн ытамĕнче пурăнать. Паллах, ватă çынна чир-чĕр те канăçсăрлантарать.

— Ыйхă вĕçрĕ тăруках. Пĕринче мăшăра Унтрие курнă тĕлĕкре. Малтанхи пекех тĕреклĕ хул-çурăмлă хăй. Шел, виçĕ çул çеç пурăнма тÿр килчĕ унпа. Пурнăçра арçын ăшшине туймарăм,— хаш сывларĕ вăл. — Ывăл та çире юлчĕ вĕт.

Фекла Герасимовна асăннă районти Çирĕклĕ ялĕнче кун çути курнă. Йышлă çемьере ÿснĕ.

— 1939 çулта утă çулнă вăхăтра Яманак каччипе пĕрлешрĕм. Улăм витнĕ çуртра пурăнаттăмăр, — сăмаха малалла тăсрĕ ватă. — Ывăл ача çуралчĕ. Ашшĕ пекех маттурччĕ пĕчĕклех. Аслă аппана итлесе Артек ят хума килĕшрĕм. Хуняма çав тери кăмăллăччĕ манăн.

Хветли кинемей каланă тăрăх, шăпах Мăнкун эрни вăхăтĕнче ялта вут-кăвар алхаснă. Виçĕ кил, улăмпа витнĕскерсем, тĕппипех çунса кайнă. Пĕр хĕрарăм, кăвар илме кайнăскер, тимсĕрлĕхне пула ыттисем те шар курнă. Çав шутрах Степановсем те.

— Унтри вăрçăран виçĕ çыру çырма ĕлкĕрчĕ. Кашнинчех ывăла лайăх пăхса ÿстер тесе çыратчĕ, — тăруках кăмăлсăрланчĕ кинемей. — Виççĕмĕшне вăрмантан янăччĕ… Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.