Айăпли кам-ши?

13 Дек, 2017

Ял-хулара уйрăм çуртсенче пурăнакансем час-часах хăйсен çĕр чиккинчен тухса хуралтăсем çĕклеççĕ. Çапла майпа хушма хуçалăхне анлăлатасшăн-ши? Ирĕклĕ лаптăкпа никамран ыйтмасăр хуçаланни саккуна пăсни шутланать. Çитменнине, вĕсен çĕр докуменчĕ те çук. Апла пулсан кун пек хуралтăсене пăсма тивет.

— Республикăри пĕр районта икĕ кÿршĕ мунча пирки хирĕçсе кайнă. Хирĕç тăру çирĕм çула яхăн тăсăлнă. Анчах вĕсем ыйтăва ниепле те татса парайман. Ирĕксĕрех судран пулăшу ыйтма тивнĕ, — каласа парать Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин заместителĕ Татьяна Васильева.

Тĕпчев çакна палăртнă: 90-мĕш çулсен варринче Галина Егорова мунча туса лартнă. Анчах темшĕн хăйĕн çĕрĕ çинче мар, чикĕрен тухсах, юнашарти лаптăкра хуçаланнă. Кÿршине урамра ларакан мунча килĕшмен. Ара, хуралтă унăн пахчипе юнашар тенĕн вырнаçнă. Шар куракан ăнлантарнă тăрăх, мунча ăна хушма хуçалăхпа туллин усă курма, техникăна кĕрсе тухма чăрмантарать имĕш. Унсăр пуçне хуралтă пушар тĕлĕшпе те хăрушă обьект шутланать. Инкек сиксе тухасран хăрамалла. Давыдов пускилне çине тăрсах мунчине пăсма ыйтнă. Лешĕ хăнк та сикменнине кура судран пулăшу ыйтнă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.