ÇУ УЙĂХĔНЧЕ ПУХМАЛЛА

8 Мая, 2014

Çу уйăхĕнче хырăн тĕрлĕ пайне сиплевре усă курма пухса хатĕрлеççĕ. Çав шутра - хырăн çамрăк хунавĕсем, ама йĕкелĕ /2,5-7,5 сантиметр тăршшĕ, конус евĕрлĕ, пĕччен е иккĕн-виççĕн çитĕнеççĕ, хĕрлĕрен пуçласа сăрă-симĕсрех тĕслĕ/ тата аçа йĕкелĕн стробилăн /сарăрах е кĕренрех, куккурус пучахĕ пекрех/ тусанĕ.

 

Йĕкел тусанĕ

Аçа йĕкеле тусанĕ курăнма пуçласан секаторпа касса пухмалла, ăшă пÿлĕмре пусма е хут çине сарса типĕтмелле, унтан тусанне савăта силлемелле. Кĕленче савăтра упрамалла.

Йывăр операции хыççăн. 1 чей кашăкĕ хыр тусанне 100 грамм пылпа хутăштармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.

Ар парĕн аденоми, анеми, вăрах ывăнчăклăх аптратсан. 1 апат кашăкĕ тусанпа 1 апат кашăкĕ пыла хутăштармалла. Кунне 3 хут апатчен 2-шер чей кашăкĕ сывлăх лайăхланичченех çимелле.

Пит ÿтне çамрăклатма. 1 апат кашăкĕ пыла, 1 апат кашăкĕ сĕлĕ çăнăхне, 1 апат кашăкĕ хăймана, 1 апат кашăкĕ лимон сĕткенне, 2 чей кашăкĕ хыр тусанне, 1 чĕрĕ çăмарта шуррине, 2 тумлам йода хутăштармалла. Пите сĕрмелле, 15 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла, календула чечекĕ ярса вĕретнĕ шывра йĕпетнĕ мамăкпа сăтăрмалла. Курс - эрнере пĕр хут. Пĕтĕмпе 10 процедура кирлĕ.

 

Ама йĕкелĕ

Хĕрлĕ тĕслĕ çамрăк чĕрĕ йĕкеле кĕленче савăта çурринчен ытларах тултармалла, хĕрринченех шурă эрех ямалла. Тĕттĕм вырăнта икĕ эрне лартмалла. Чĕре ыратсан кунне 3 хут 1 апат кашăкĕ шыва 30 тумлам настойка ярса ĕçмелле. Сиплев - сывлăх лайăхланичченех.

Юн пусăмĕ ÿссен, юн кайнине чарма. Пĕрремĕш çул ÿсекен симĕс йĕкеле кĕленче савăта çурринчен ытларах тултармалла, хĕрринченех шурă эрех ямалла. Вăхăт-вăхăтпа силлесе илсе 20 кун лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 30-шар тумлам ĕçмелле.

 

Çамрăк хунав

Ăна вĕçĕнче папка тухиччен пухаççĕ. Пĕр литр савăтне çурринчен ытларах вакланă хунав тултармалла, хĕрринченех 70 процентлă спирт ямалла, 2 эрне лартмалла.

Ÿпке туберкулезĕ, чĕре ыратни, сывлав çулĕсен чирĕсем нушалантарсан кунне 3 хут апатчен 1 апат кашăкĕ шыва 20-30 тумлам ярса ĕçмелле.

 

Хыр лăсси

Организма тасатма пĕр ывăç /30-50 грамм/ хыр лăссине, 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ сухан хуппине, 1 чей кашăкĕ вĕтĕ вакланă пылак тымара эмальленĕ савăтри 2 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 20 минут вĕретмелле, 2 апат кашăкĕ тÿнĕ шăлан çырли хушса тата çур минут вĕретмелле. Унтан термоса куçарса 10 сехет лартмалла, сăрăхтармалла.

Икĕ талăкра 1 литртан пуçласа 5 литр таран ĕçме юрать. Сиплев курсĕ - пĕр уйăх. Шĕвек витаминсемпе пуян, организмран шлаксене кăларать.

Хыр чĕр таварĕпе ăна аллерги пур çынсен усă курма юрамасть.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.