- Чăвашла верси
- Русская версия
Телефон вĕренÿре пулăшать-и?
Ача пĕчĕккĕллех карас телефонĕпе усă курма хăнăхать. Ахăртнех, çакă вăл пурнăç уттипе тан пынине çирĕплетет. Ача садне çÿренĕ чухне кирлех мар-ха ăна çав хатĕр. Шкул çулне çитнĕ тĕпренчĕкне ашшĕ-амăшĕ телефон илсе паратех. Паллах, хаклăраххине, Интернетпа çыхăнма май пуррине, суйлаççĕ ун валли çывăх çыннисем. Унта вĕренÿре кирлĕ информаци тем чухлех вĕт.
Ашшĕ-амăшĕ Интернет уçлăхĕн витĕмĕпе ывăл-хĕрĕн тавра курăмĕ анлăланасса, ăс-тăнĕ çивĕчленессе шанать. Çапах пур чухне те вĕсем шухăшланă пек пулса тухмасть çав. Акă нумаях пулмасть Шупашкарти пĕр шкулта ашшĕ- амăшĕн пухăвĕ иртрĕ. Класс ертÿçи чĕрĕк вĕçленни çинчен аса илтерчĕ, карас телефонĕ вĕренÿре чăрмантарни тавра калаçу пуçарчĕ. Тăхтавра урока хатĕрленмелле, вĕренекенсем вара вăйă серепинчен хăтăлаймаççĕ иккен. Урокра ыйтсан — пĕлмеççĕ, ас тумаççĕ. Çакна пулах лайăх вĕренекенсен йышĕ чакса пынишĕн кăмăлсăр класс ертÿçи. Ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла-ха? «Сенсор телефон вырăнне кнопкăллине илсе памалла», — сĕнет хăшĕ-пĕри. Унпа, паллах, шăнкăравлама меллĕ. Тепĕр тесен, шăпах çавăншăн кирлĕ те телефон. Шкулта ун урлă вăйă сайтне кĕмесен те юрать. Çивĕч çак ыйтăва темиçе сехет сÿтсе яврăмăр. Çапах вĕçне-хĕрне тухаймарăмăр. Çакă пирĕн шкулта кăна мар, ытти çĕрте те калаçтарать паллах. Ку енĕпе никамăн опытне те ăша хы-ваймăн. Вĕрентекенĕн класри телефонсене пуçтарса илме пулать-ха, анчах унăн унашкал ирĕк çук.
Çав вăхăтрах карас телефонĕ ачан психикине, сывлăхне хавшатнине те шута илмелле. Федерацин Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрăн врачĕ Марина Авксентьева çак ыйтăва ахальтен çĕклемест. Карас телефонĕн электромагнит хумĕ пур органпа тытăма та усал витĕм кÿнине палăртать вăл. Ачасен организмĕ вара уйрăмах сисĕмлĕ. Тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх, вĕренекенсенчен 39 проценчĕ куллен телефонпа 30 минутран ытларах усă курать. 72 проценчĕ ăна кĕсьере чиксе çÿрет. 53 проценчĕ çав хатĕре çывăрнă вăхăтра кравать çумне хурать. 79 проценчĕ унпа хăлха патне тытса калаçать. Тухтăр çирĕплетнĕ тăрăх, карас телефонĕн электромагнит хумне пула ачан тимлĕхĕ чакать. Çавăнпах вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма йывăртарах ăна. Унсăр пуçне лăпкă çывăраймасть вăл. Ача-на тискер тĕлĕксем тĕлленеççĕ. Телефонпа пĕр вĕçĕм усă куракансем тăтăшах сăлтавсăрах кутăнлашаççĕ. Вĕсен куç çивĕчлĕхĕ чакать.
Тухтăрсем санитарипе эпидемиологи тĕрĕслевĕ витĕр тухнă телефона кăна туянма сĕнеççĕ. Электромагнит хумĕн витĕмне пĕчĕклетес тĕллевпе çав хатĕре çи-пуç кĕсйине мар, сумкăна чикмелле. Сасса хăпартсан электромагнит хумĕ вăйлăрах сарăлать, çавăнпах май пур таран хулленрех калаçмалла. Шăнкăравлас вырăнне СМС-çыру яма юрать. Телефона пуç патĕнчен 3-5 сантиметрта тытма хушаççĕ. Хăлхалăхпа /наушник/ усă курмасан лайăхрах, мĕншĕн тесен вăл — антенна тăсăмĕ, çав тĕлте электромагнит хумĕ вăйлăрах. Çывăрма выртиччен ăна сÿнтермелле. Ансат çак йĕркене пăхăнсан телефонăн электромагнит хумĕ сиен кÿмĕ. Малалла вулас...
Комментировать