"Çулталăк çемйи" ята Шупашкарти Львовсем тивĕçрĕç

8 Дек, 2017

"Анне пулсан — тĕнче хитре, атте пулсан — тĕрек çумра, çемье пулсан — телей тулли", — çакăн пек шухăш пуçа кĕрсе вырнаçрĕ паян Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕче иртнĕ уявра. Кунта Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетрĕç, "Çулталăк çемйи" республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç.

Асăннă конкурс маларах районсенче иртнине палăртмалла. «Çулталăкри чи лайăх çемье» номинацире 28 çемье çĕнтернĕ. Вĕсем пурте пултаруллă та ăста, спортпа туслă. Упăшкипе арăмĕ, ашшĕ-амăшĕпе ачисен хушшинче ăнланупа килĕшÿ, çураçупа юрату хуçаланать. Вĕсем наци, йăх, çемье йăли-йĕркине упрассипе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Туслă çак "пĕчĕк патшалăхсенче" ачасене сывлăхлă ÿсме, аталанма мĕн пур услови тума тăрăшаççĕ.

Савăнăçлă мерпориятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа мӑшӑрӗ  Лариса Юрьевна, влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. "Туслӑ ҫемье" номинацире Тимонинсем çĕнтерчĕç, "Социаллӑ яваплӑ ҫемье" - Устиновсем, "Спорт ҫемйи" - Павловсем, "Ĕҫчен ҫемье" - Ершовсем, "Пултарулӑх ҫемйи" - Анисимовсем. "Ҫулталӑк ҫемйи-2017" ята Татьянӑпа Александр Львовсен ҫемйи /Шупашкар/ тивӗҫрӗ.

Татьяна ИГНАТЬЕВА, Ҫӗрпӳ районӗнчен:

- Пирӗн ҫемье районта "Ҫулталӑк ҫемйи" конкурсра ҫӗнтерчӗ. Мӑшӑрӑмпа Эдуардпа пӗрлешнӗренпе шӑпах паян 35 ҫул ҫитрӗ. 35 ҫул 35 кун пек иртрӗ. Икӗ ача пӑхса ӳстертӗмӗр. Вӗсен ӗнтӗ хӑйсен ҫемйисем. Халӗ мӑнуксемпе савӑнатпӑр. Кӑҫал Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкӗ пулни пире хавхалантарчӗ, мӗншӗн тесен пурнӑҫра кашни ҫыншӑн чи хакли ҫемье. Ĕҫри коллекив та ҫыншӑн хӑйнеевӗр ҫемье. Пур ҫӗрте те килӗшӳпе ҫураҫу пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр.

Татьяна СУСМЕТОВА, Елчӗк районӗнчен:

- Эпир районти "Ҫулталӑк ҫемйи" конкурсра мала тухрӑмӑр. Мӑшӑрӑмпа Нилпа 27 ҫул пӗрле пурӑнатпӑр. Ҫемьепе тӗрлӗ конкурса, мероприятие хутшӑнатпӑр, ачасем сывӑ ӳсчӗр тесе ырми-канми тӑрӑшатпӑр. Вӗсене аталантарма, хавхалантарса пыма тӑрӑшатпӑр. Ачасем пирӗн пуласлӑх пулнине асрах тытапӑр. Вӗсем йӗркеллӗ ӳссен пирӗн патшалӑх ҫирӗпрех пулӗ. Ҫулталӑк вӗҫленет пулин те ҫемьене ҫирӗплетекен, тӗреклетен мероприятисем, ӗҫ-хӗл малалла та пырать пулӗ тетӗп.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать