Хăçан çул пулĕ?
Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче хăçан çул туса парĕç-ши? Урамсене пушар машини те, «васкавлă пулăшу» та кĕрсе тухаймасть…
И.МИХАЙЛОВА.
Элĕк районĕ.
Александр ТЕРЕНТЬЕВ, Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ:
— 2012 çулта Тури Вылă ялĕнчи çула вак чул сарса хытарнă. Ку ĕç-хĕле каярахпа та кашни икĕ çулта пĕрре пурнăçланă. 2017 çулта 165 метр вак чул сарнă.
Шел те, бюджетран ял урамĕсенчи çула социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем таран çеç асфальтобетон сарма укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Тури Вылăра çакнашкал объектсен шутне библиотека, лавкка, клуб кĕреççĕ.
Килес çул валли те Элĕк районĕнче çулсем тума проект хатĕрлеççĕ.
Комментировать