2018 çул: Ырă тăвакансен çулталăкĕ
2018 çулта Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкĕ пулĕ. Çакăн пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пĕтĕм Раççейри «Раççей доброволецĕ – 2017» премие панă чухне пĕлтернĕ.
Çак чыслав Хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕç тăвакансен Пĕтĕм Раççейри форумĕнче пулнă. Мускавра раштав уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче иртнĕскере общество организацийĕсемпе проектсен лидерĕсемпе хастарĕсем, çĕршыври юхăмсен регионсенчи координаторĕсем, «кĕмĕл» ÿсĕмри ырă кăмăллăхçăсем пухăннă. Форум мероприятийĕсене Чăваш Ен делегацийĕ те — 200-е яхăн çын — хутшăннă. «Çакă сирĕн ĕçĕрсене, эсир çынсене, пирĕн ахаль граждансене пулăшнине тата пирĕн çĕршывăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнине хаклани пулĕ. Ку сирĕн çулталăк пулĕ. Çĕршывăн пĕтĕм гражданĕн кăмăл çирĕплĕхĕ, вăй-халĕ, ырă кăмăллăхĕ Раççейĕн тĕп вăйĕ пулса тăрать», — тенĕ Владимир Путин.
Пирĕн республикăра пурăнакансем 2018 çул Ырă тăвакансен çулталăкĕ пулассине мĕнле йышăнаççĕ?
Станислав ТРОФИМОВ, Шупашкар хулин администрацийĕн çамрăксемпе общество аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ:
— Çитес çул Ырă тăвакансен çулталăкĕ пуласси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн республикăри волонтерсем ăçта кăна хутшăнмаççĕ! Вĕсем Хусанти Универсиадăна, Сочири Олимпиадăна йĕркелесе ирттерес ĕçре хастарлăх кăтартрĕç. Эппин, волонтерсемпе доброволецсен ĕçĕ патшалăхшăн усăллă, халь ăна тивĕçлипе хакларĕç темелле. Ку юхăм çĕршыв Президенчĕн Владимир Путинăн хавхалантарăвне пула 2018 çулта пушшех вăй илсе аталанĕ. Шупашкар пирки калас тăк — хулара волонтерсен юхăмĕ лайăх ĕçлет. Вĕсем хăйсене Сочире те, ытти çĕрте те тивĕçлипе кăтартрĕç. Республикăри пысăк пĕр мероприяти те пирĕн волонтерсемсĕр иртмест. Акă ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен тĕнче кубокĕнче те пуçаруллă пулчĕç вĕсем. Пĕтĕмлетсе каласан — эпир пурнăç таппипе тан пыратпăр.
Екатерина ВАСИЛЬЕВА, ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ хăйсен ирĕкĕпе тăвакан ĕç-хĕл енĕпе , «Чăваш Енри юн донорĕсем» проектăн вăл кăçал Президент грантне тивĕçнĕ ертÿçи:
— 2018 çул Ырă тăвакансен çулталăкĕ пулĕ тенине хавхаланса йышăнтăм. Хальхи вăхăтра çамрăксенчен нумайăшĕ ыттисене ырă тума тăрăшать. Ку енĕпе юн донорĕсем малта пыраççĕ. Çакна хам тухтăрта ĕçленĕ тата проект ертÿçи пулнă май кулленех куратăп. Проектăн тĕп тĕллевĕ — студентсен хушшинче кадр-донорсен йышне ÿстересси. Ку йыша кĕрес тесен çыннăн çулталăкне виçĕ хутчен те пулин юн памалла. Кадр-донорсен юнĕ чирлисемшĕн питĕ кирлине ăнлантарас тĕллевпе эпир студентсене тĕрлĕ мероприятие хутшăнтаратпăр. Çак уйăхра «çавра сĕтел» йĕркелесшĕн, унта ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствипе Юн станцийĕн представителĕсем хутшăнĕç. Кун пек мероприятисем юн донорĕсен йышне ÿстерме пулăшаççĕ — эппин, ырă ĕç тăвакансен шучĕ татах пысăкланать.
Екатерина ФЕДОТОВА, Вăрнар районĕнчи Çамрăксен парламенчĕн ертÿçи, Çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери XIX фестивальне хутшăннă:
— Çак пуçарăва ырласа йышăнатпăр. Хальхи вăхăтра доброволецсемпе волонтерсен йышĕ пысăк, çитес çул вĕсемшĕн пушшех кăсăклă та асра юлмалла иртĕ. Паллах, вĕсене тĕрлĕ енлĕн хавхалантарма тăрăшĕç. Ырă ĕç тăвакансем пирки ытларах калаçмалла, халăха пĕлтермелле. Эпир, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ çумĕнчи çамрăксен общество канашĕн хастарĕсем, поселокра тата районта тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Тĕрĕссипе, тахçан эпĕ те волонтерсен йышĕнче пулнă, экологи енĕпе субботниксем, ытти мероприяти йĕркелеме хутшăннă. Кунашкал опыт ытларах вĕренекен çамрăксемшĕн кăсăклă та усăллă пулассăн туйăнать, мĕншĕн тесен ĕçлекенсен вăхăчĕ сахалрах. Ырă ĕç тăвакансен йышĕнче пулни хĕрсемпе каччăсене малашнехи пурнăçра та пулăшса пырĕ.
Комментировать