Владимир Путин суйлава хутшăнать
Раççей Президенчĕн 2018 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртекен суйлавне хутшăнма хăйĕн кандидатурине тăратасси пирки вăл Чулхулара ГАЗ ĕçченĕсемпе тĕл пулсан пĕлтернĕ.
«Кунашкал йышăну тума хистекен тĕп сăлтавсен шутĕнче çĕршыв халăхĕн пурнăçне лайăхлатма, Раççей хăватне вăйлатма, малашлăха çирĕппĕн утакан патшалăх туса хума тăрăшни çеç пулма пултарать», — тенĕ Владимир Путин. Çак тĕллевсене вара Тăван çĕршыв гражданĕсем хăйне шаннине тата пулăшма хатĕррине туйса тăни çеç пурнăçа кĕртме май панине палăртнă вăл. Унтан Президент тĕлпулăва пухăннă çынсенчен унăн кандидатурине мĕнле йышăнассипе кăсăкланнă. Залра ларакансем пĕр харăссăн Владимир Путин суйлава тăваттăмĕш хут хутшăнассине ырласа йышăннине пĕлтернĕ.
Чăваш Енре пурăнакансем те Президент çакнашкал йышăну тăвасса шанса тăратчĕç. Владимир Путин ертсе пынипе Раççей юлашки çулсенче аталану çулĕпе çирĕп пырать. Ăна çĕршыв тилхепине тăваттăмĕш хут шанса парсан та çаплах пуласси чылайăшне иккĕлентермест…
Валерий ФИЛИМОНОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ:
— Паянхи пек лăпкă мар лару-тăрура çĕршыв валли вăйлă ертÿçĕ кирлĕ. Политика юхăмне витĕм кÿрес, кăткăс саманара патшалăха тытса пырас, çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе пăхсан хальхи вăхăтра çĕршыва ертсе пыракан Президентпа танлашма пултараканни урăх çук. Раççей халăхĕ Путина шанать. Манăн шухăшăмпа — Владимир Путин суйлава хутшăнасси çинчен пĕлтерни тĕнчери лару-тăрăва йĕркене кĕртессине, Раççей ят-сумне çĕклессине ырă витĕм кÿме тивĕç.
Алексей СУДЛЕНКОВ, Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ:
— Владимир Путин çĕршывра, тĕнчере — хисеплĕ çын. Вăл Раççей, кашни регион ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлени çинчен кашниех пĕлет. Владимир Владимирович çĕршыва черетлĕ хут ертсе пыма пуçласан общество малалла та тăнăçлă аталанĕ, çĕнĕ проектсемпе инвестицисем пулĕç. Хальхи вăхăтра Раççее пур енчен те ура хума хăтланаççĕ. Владимир Путин, манăн шухăшпа, çав хăрушлăхсене сирме, çĕршыва хÿтĕлеме пултарĕ.
Федор МАДУРОВ, ЧАССР тава тивĕçлĕ художникĕ:
— Владимир Путин Президент суйлавне хутшăнни çинчен пĕлтериччен чылай малтан хамăн çĕнĕ «Ĕмĕлкеллĕ ÿнер тĕнчи» кĕнекене ярса патăм. Хуплашкан тепĕр енне: «Эсир — чăн-чăн ĕç çынни, унта та, кунта та ĕлкĕретĕр. Манăн пултарулăх Сире мĕн пур Раççей халăхĕпе пĕрле çитĕнÿсем тума пулăшса пытăр», — тесе ырă сунса çыртăм. Эпир ăна шанатпăр, вăл çĕршыва аталану çулĕпе ертсе пырасси пирки иккĕленместпĕр.
Мария КОНЬКОВА, Шупашкарти 1-мĕш больницăн тĕп тухтăрĕн çумĕ:
— Владимир Владимирович Путин — пирĕн çĕршыври чи вăйлă тата чăннипех те пысăк хисепе тивĕç лидер. Уйрăмах мана вăл тытса пыракан тулаш политика çул-йĕрĕ килĕшет. Çĕршывăн ят-сумĕ ытти патшалăхпа йĕркелекен хутшăнусенчен нумай килет. Çавăнпа та Владимир Путин 2018 çулхи Президент суйлавне хутшăнма çирĕп шухăш тытни маншăн ырă хыпар пулчĕ.
Олег СИДОРОВ, «Чăваш Республикинчи экспертсен клубĕ» пуçару ушкăнĕн ертÿçи:
— Владимир Путина 1999 çултанпа пĕлетĕп. Вăл Раççее ура çине тăратрĕ. Паян Раççей Федерацийĕ — питĕ вăйлă патшалăх. Путин суйлава хутшăнма йышăнни, манăн шухăшăмпа, пирĕн Тăван çĕршыв малашне те çирĕп аталанса пырассине систерекен пулăм.
Комментировать