«Çĕнĕ энергире» Чăваш Ен тÿпи те пысăк
Чăваш Енри электротехника кластерĕ — çĕршывĕпе те чи хăватли. РФ энергетика министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Текслер палăртнă тăрăх, ТЭК отраслĕсенче инноваци технологийĕсемпе тата çĕнĕ йышши материалсемпе усă курмалли мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн «Уйрăммăн вырнаçнă генераци сферинчи инноваци проекчĕсене пурнăçласси» канашлăва Шупашкарта ирттерни шăпах çакăнпа çыхăннă.
Канашлăва уçнă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев электротехника кластерĕ Чăваш Енĕн вăйлă енĕсенчен пĕри пулнине çирĕплетрĕ: «Унăн тытăмне 40 ытла организаци кĕрет. Вĕсем инноваци продукцийĕ туса кăлараççĕ, «Цифра подстанцийĕ» проекта пурнăçларĕç. Хак, пахалăх тата хăрушсăрлăх шайлашăвне туллин тивĕçтереççĕ. Пирĕн «Раççейре туса кăларнă» бренда аталантармалла, тĕнчене тухмалла».
Мускавран килнĕ хăнасем Чăваш Енри электротехника туса кăларакан темиçе предприятие çитсе курнă — унти производствăна пысăк хак пачĕç. Алексей Текслер республикăри электротехника кластерĕн предприятийĕсем импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленипе кăмăллă. Анчах ку отрасльте пĕр вырăнта тăма юрамасть, мĕншĕн тесен электроэнергетика аталанăвĕ пĕтĕм çĕршыв аталанăвне никĕслет. Энергин çĕнелекен çăл куçĕсем çине пусăм тумалла — тĕнче çак çулпа утать. Ку енĕпе те Чăваш Енĕн лайăх тĕслĕх пур — «Хĕвел» предприяти. Вăл хăйĕн хĕвел батарейисен КПД шайне пысăклатсах пырать: 125 Вт-ран пуçланă, халь 300-тен ирттернĕ, кĕçех вара 400-е çитермелле. Унăн продукцийĕн пысăк пайĕ экспорт валли пулмалла, паянхи кун тĕлне вара хамăр çĕршывра темиçе хĕвел станцийĕ тунă та — вĕсен усси пысăкки куç кĕрет. «Виçĕ çул каялла кăна-ха çĕршывра хĕвел генерацийĕ енĕпе пĕр мегаватт та пулман, кăçал вара хĕвел генерацийĕ 100 мегавата яхăн танлашмалла. Çак генерацин 75% — Çĕнĕ Шупашкарта туса кăларнă хĕвел батарейисен тÿпи», — терĕ Алексей Леонидович.
ЧР вице-премьерĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Чăваш Енри электротехника кластерĕн продукцийĕпе пысăк проектсене пурнăçланă çĕрте усă курнине çирĕплетрĕ: Саян-Шушь ГЭСне авари хыççăн çĕнĕрен хута яни, «Çĕпĕр хăвачĕ», «Турци юхăмĕ» газопроводсене туни тата ыт.те. Нумаях пулмасть «Россети» валли цифра подстанцийĕ хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах çĕршыври чи хăватлă компанисенчен хăшĕ-пĕри хăйсене кирлĕ оборудование чикĕ леш енче туянать иккен. Министр «Транснефть» преобразовательсене нимĕçсен компанийĕсенчен туяннă тĕслĕхе асăнчĕ. Çавнашкал оборудование вара, нимĕçсеннинчен нихăш енĕпе те кая марскерее, Шупашкарта туса кăлараççĕ.
РФ Промышленноç министерствин станкостроени департаменчĕн директорĕн заместителĕ Олег Токарев энергетика отраслĕнче импорта хамăрăн продукципе улăштармалли программа йышăннине аса илтерчĕ. Çак программăна хутшăнакан предприятисене патшалăх курăмлă пулăшу кÿрет — продукцин пилот партийĕ валли кайнă тăкаксене туллин саплаштарасси таранах. Çĕнĕ Шупашкарти «Хĕвел» те патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Унăн гендиректорĕ Игорь Шахрай хĕвел энергийĕн панелĕсене Инçет хĕвелтухăçĕн, Якути энергетикине çĕнетме, ытти региона ăсатнине палăртрĕ.
«Россети» ПАОн инновацисен департаменчĕн директорĕ Владимир Софьин шăпах «Хĕвел» батарейисемпе усă курса инçетри тайгара вырнаçнă Менза поселокĕнче пурнăçланă проект пирки каласа пачĕ. Çав поселока электричествăпа тивĕçтерес тесен 170 километр тăршшĕ электролини тăсмалла пулнă-мĕн. Çакă 523 миллион тенке ларнă пулĕччĕ. Хĕвел батарейисем вара çак виçен 85% перекетлеме май панă. Проект 7-8 çулта хăйне саплаштарĕ. Чăн та, тариф пысăк-мĕн — киловатт 86 тенке ларать. Паллах, потребительсене патшалăх тĕревлеме тивĕç. Апла пулин те çак проект усси пысăккине никам та хирĕçлемĕ. «Çав поселокра халь демографи те лайăхланнă. Ача çуратасси тĕттĕм чухне лайăхланмалла пек ĕнтĕ, анчах ку тĕслĕхре çутă панă май ачасем нумайрах çуралма тытăннă», — шÿтлерĕ Владимир Владимирович.
Çакнашкал инçетри ял-поселок вара Раççейре — пин-пин. Унашкаллисем пирĕн Атăл тăрăхĕнче те çук мар. Чăн та, саккунсем электричество валеçекен компание генераципе ĕçлеме ирĕк памаççĕ. Анчах Раççей министрĕн пĕрремĕш заместителĕ уйрăм тĕслĕхсенче çак тивĕçе «Россети» хăйĕн çине илме пултарассине хирĕçлемерĕ — саккунсене улшăнусем кĕртме пулать.
Энергетика министерствин инжиниринг центрĕн гендиректорĕ Иван Иванов цифра подстанцийĕшĕн Шупашкарти электроаппарат заводне тав тунă май электротехника предприятийĕсене хăй ертсе пыракан тытăм енчен тивĕçлĕ пулăшу кÿме хатĕррине çирĕплетрĕ. Сăмах патшалăх пулăшăвĕпе усă курасси пирки пырать. Канашлу хыççăн çак центр тата Шупашкарти ЧЭАЗ алла-аллăн ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусрĕç те — ĕçтешлĕхĕн пирвайхи утăмĕ пур теме юрать ĕнтĕ.
Канашлу вĕçленсен Михаил Игнатьевпа Алексей Текслер журналистсен ыйтăвĕсене хуравлама та ерçÿ тупрĕç. Энергетика министрĕн пĕрремĕш заместителĕ çĕршыв энергетикин аталанăвне Чăваш Енри предприятисем пысăк тÿпе хывасси пирки иккĕленменнине палăртрĕ. Çав шутра — энергин çĕнелсе пыракан çăл куçĕсемпе усă курас тĕлĕшпе те. Алексей Леонидович Владимир Аврелькин ÿпкевне те илтмĕш тумарĕ: «Транснефть» — патшалăх компанийĕ, вăл импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе тимлĕ. Çавăнпа та преобразовательсене чикĕ леш енче туяннă тĕслĕхе тишкерĕпĕр — хурав пулĕ».
Михаил Игнатьев вара канашлăва Шупашкарта ирттернĕшĕн тав тунă май паянхи калаçу Чăваш Енри предприятисемшĕн усăллă пуласси пирки иккĕленменни пирки каларĕ. Электротехника кластерĕ энергетика валли çĕнĕ тата пысăк технологиллĕ продукци туса кăларни производствăна вăй парĕ, çынсене лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме пулăшĕ.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать