Çемьене пулăшасчĕ
Кÿршĕре нумай ачаллă çемье пурăнать. Çур çул каялла кил хуçи çĕре кĕчĕ. Хĕрарăма ачисене пĕччен пăхма питĕ йывăр. Кунĕн-çĕрĕн ĕçре вăл, анчах укçи-тенки çитсе пымасть. Питĕ шеллетĕп вĕсене. Республикăра çакнашкал йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесене вăхăтлăх та пулин пулăшакан учрежденисем çук-ши?
Г.КРАСНОВА.
Çĕрпÿ районĕ.
Лариса РЯБИНИНА, Шупашкар хулинчи çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕн директорĕ:
— Пурнăçра йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесене пулăшма йĕркеленĕ центрсем республикăра, паллах, пур. Тĕп хулари Хусанкай урамĕнчи 29а-мĕш çуртра тата Гузовский урамĕнчи 26-мĕш çуртра вырнаçнă çул çитменнисен социаллă реабилитацийĕн уйрăмĕсем талăкĕпех ĕçлеççĕ. Çавăн пекех унта кăнтăрлахи вăхăтра ачасене йышăнакан ушкăнсем те пур. Кунашкал уйрăма Сосновка поселокĕнчи шкулта та уçнă.
Талăкĕпех ĕçлекен уйрăмсенче, тĕпрен илсен, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасем пурăнаççĕ. Çавăн пекех унта ачисене пĕччен ÿстерекен амăшĕсем, сăмахран, больницăна выртмалла пулса тухсан е тата урăх сăлтавпа, пепкисене хăвараççĕ. Кăнтăрлахи уйрăмсене укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк çемьесенчи ачасем çÿреме пултараççĕ. Кунта вĕсем шкул хыççăн килеççĕ, икĕ хутчен апатланаççĕ. Пушă вăхăтра ачасемпе инструкторсем спорт мероприятийĕсем ирттереççĕ, тĕрлĕ ал ĕçне вĕрентеççĕ. Унтах тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшакан кружоксем ĕçлеççĕ.
Центра пырса ашшĕ е амăшĕ пулăшу ыйтма пултарать. Çемьесене учета тăратаççĕ. Питĕ йывăр лару-тăрура унта вăхăтлăх пулăшупа кăна тивĕçтермĕç.
Комментировать