«Аслă ăруран тĕслĕх илĕр...»

7 Мая, 2014

Аслă Çĕнтерĕвĕн 69 çулхи кунĕ тĕлне пирĕн республикăра вун-вун мероприяти иртет. Вĕренÿ учрежденийĕсем те вĕсене хастар хутшăнаççĕ. ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви çамрăк авторсен патриот темипе çырнă сăввисен «Çĕр çинчи тăнăç пурнăçшăн» конкурсне пиллĕкмĕш хут йĕркеленĕ.

Кăçал ку тупăшăва республикăри пур районпа хулари 5-11 классенче ăс пухакан шкул ачисен 185 хайлавĕ çитнĕ. Конкурс финалĕнче 37 автор ĕçне пахаланă, вĕсене икĕ номинаципе - «Вăрçă ачисем, эсир ачалăх мĕнне пĕлмесĕр ÿсрĕр» тата «Ыттисенчен тÿсĕмлĕрех эсĕ кĕтнĕ вăрçăран...» - пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Вĕсем - Шупашкар хулинчи 59-мĕш вăтам шкулти Дмитрий Абашинпа Мария Печенкина, Çĕмĕрлери 3-мĕш вăтам шкулти Дмитрий Чернов, Елчĕк районĕнчи Патреккелти тулли мар вăтам шкулти Ангелина Сергеева.

Çĕнтерÿçĕсене чыслама тата тĕп хулари кадет класĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пулма çав кун Шупашкарти Çар Мухтавĕн музейне Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле вăрçă тата тыл ветеранĕсем Валентина Щетникова, Александр Федотов тата Владимир Никитинский çитрĕç. Музей ĕçченĕсем пуян экспозицисемпе паллаштарнă хыççăн акт залĕнче ăш пиллĕ калаçу пуçланчĕ. Конкурсра çĕнтернисем хăйсен çĕнĕ сăввисене икĕ чĕлхепе - вырăсла тата чăвашла - вуларĕç. Владимир Дмитриевичпа Валентина Корнильевна иртнĕ вăрçăн хăрушă тапхăрĕсене аса илчĕç, совет халăхĕ темле йывăрлăха та чăтса ирттерсе сĕмсĕр тăшмана тĕппипех çапса аркатни çинчен каласа кăтартрĕç. Александр Федотович вăрçă пуçланнă чухне 10 çулта пулнă. «Вăрçă ачи» мĕн чăтса ирттернине куççуль витĕр каласа кăтартнă чухне çамрăксен чунĕ пăлханчех. Элĕк район каччи 1954 çулта Челябинскри çар авиаци училищине пĕтернĕ, 1972 çулччен çĕр-шывăн кăвак тÿпине хуралланă. Инçет Хĕвел тухăçĕнче хĕсметре тăнă. Паянхи кун - Шупашкарти Калинин районĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи.

Михаил Игнатьев Аслă Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннисене сăваплă уявпа саламларĕ, çамрăксемшĕн малашне те ырă тĕслĕх пулма, тăванĕсене савăнтарса пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕ, хăйĕн ячĕпе кашнинех парне кÿчĕ. Çамрăксем те пил сăмахĕсĕр юлмарĕç: «Аслă ăрури çынсем хăйсене шеллемесĕр çĕр-шывăн никама пăхăнманлăхĕпе пурнăç тăнăçлăхне упраса хăварнă. Вĕсенчен тĕслĕх илĕр, çуралнă кĕтесе, аçăр-аннĕре, тăванăрсене юратăр, çĕр-шывшăн усăллă çынсем пулăр...» Конкурс çĕнтерÿçисене республика ертÿçи хаклă парнесемпе чысларĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.