- Чăвашла верси
- Русская версия
Тухтăрсен хушшинче те хăракансем пур
Шел, 30 çул каялла тупса палăртнă чиртен сипленмелли эмел халĕ те çук. Раççейре «ВИЧ/СПИД, чарăн» акци иртет. Республикăра пурăнакансем анкета ыйтăвĕсене хуравлаççĕ, ВИЧ-статуса пĕлмешкĕн юн тĕрĕслеттереççĕ. Информаци технологийĕсем аталаннă ĕмĕрте пурăнатпăр пулин те ВИЧ, СПИД пирки тĕплĕн пĕлекен йышлах мар. Ыйтăма хутшăннисем йăнăш шухăша ĕненни палăрать. Тĕслĕхрен, Раççейре пурăнакансенчен ытларахăшĕ ВИЧ, СПИД сайра тĕл пулакан чир, вăл Африкăра, АПШра анлă сарăлнă тесе шухăшлать. Чирлекенĕсем — наркомансем, кĕлеткине сутакан хĕрсем, гомосексуалсем имĕш.
Чир сарăлнин тĕп сăлтавĕ
мĕнре-ши? ВИЧ алăран тытнипе,
чуп тунипе, ÿсĕрнипе е сунаслани-
пе, пĕрлехи савăт-сапапа усă кур-
нипе сывă çынна куçмасть, туале-
тра е ваннăйра, бассейнра, транс-
портра, шăна-пăван сăхнипе ер-
мест. Ар çыхăнăвне хÿтĕленмелли
хатĕрсĕр кĕни, темиçе çынпа са-
вăшса пурăннине пула ăна çаклата-
кан сахал мар. Юн урлă чир ертни-
сем наркотикпа иртĕхекенсен хуш-
шинче йышлă. Вĕсем стерилизаци-
лемен шприцпа, йĕппе, инћекцин
ытти хатĕрĕпе усă курнă. Дезинфек-
цилемен инструментпа татуировка
тунă тата косметика, маникюрпа пе-
дикюр процедурисене ирттернĕ чух-
не те вирус лекме пултарать.
Чирлекен нумай çул пурăнай-
масăр асапланса вилет текен шу-
хăш сарăлнă. Ку тĕрĕс мар. Меди-
цина пулăшнипе СПИДа аталанма
вăхăтлăха сирме пултарать. Ятар-
лă препаратсем, терапи пациент-
сен пурнăçне вăрăмлатма витĕм
кÿреççĕ.
Республикăри СПИДа тата ере-
кен чир-чĕре профилактика ирт-
терекен тата вĕсемпе кĕрешекен
центр тухтăрĕ Анна Ясей чирли-
семпе мĕнле ĕçлени çинчен кала-
са кăтартрĕ.
— Чи малтанах çын хăй чир-
лине ăçта тата мĕнле пĕлнине
уçăмлатам. Практика кăтартнă тă-
рăх, час-часах операци валли по-
ликлиникăра анализ панă чухне ин-
фекцие çаклатние пĕлеççĕ. Пирĕн
центра çитсе тепĕр хут юн параççĕ.
Инфекци палăрсан çынна шута тă-
рататпăр. Çак самантран çын сыв-
лăхне йĕрлетпĕр — унăн кашни
виçĕ уйăхра пирĕн пата килмел-
ле. Чир пĕр паллăсăр иртнине пула
10-15 çул ВИЧ-инфекципе пурăн-
нисем те пулаççĕ. «Эпир пĕлмен
те!» — теççĕ. Малалла вулас...
Комментировать