Вĕсен ахаль ларма вăхăт çук

30 Ноя, 2017

Пултаруллă та хастар çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çулсерен стипенди парса хавхалантарать. Республикăри чылай шкул ачи тивĕçет çак укçана. Вĕренÿре те, спортра та, шкулти мероприятисенче те маттур стипендиатсем. Вĕсен ахаль ларма вăхăт çук. Ку çамрăксем яланах шыравра. Пушă вăхăта та вĕсем кирлĕ пек йĕркелеме тăрăшаççĕ — кĕнеке алла тытаççĕ, интернетра вĕренÿре кирлĕ тата ăс-хакăл шайне аталантаракан тĕрлĕ информаципе паллашаççĕ.

Пушă вăхăт çукпа пĕрех

Анна Кузьминапа Екатерина Агеева Елчĕк районĕнчи Елчĕкри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренеççĕ. Вĕренÿ отличникĕсем шкул чысне çĕклеççĕ.

Аня районта иртекен пĕр олимпиадăран та юлмасть, ялан малти вырăнсене йышăнать. Унсăр пуçне вăл ача-пăча искусствăсен шкулне вокал студине, хореографи кружокне çÿрет. Çак шкул çулне сукмак хывни сая кайман — хĕр регионсен хушшинчи, Раççейри, республикăри, районти конкурссенче малти вырăнсене тивĕçнĕ. Аня район пурнăçне те хастар хутшăнать. Кашни уявра сцена çинче куракана савăнтарать. Волонтер пулса тĕрлĕ акцие хутшăнать вăл. Юлташĕсемпе ветерансем патне çÿрет, вĕсем валли парнесем хатĕрлет.

Интернетри тĕрлĕ соцсетьре вăхăта усăсăр ирттерекенсем пирки Аня Кузьмина ырласа калаçмасть. Хăй вăл интернет серепине кирлĕ литературăна кĕнекере тупаймасан е ал айĕнче пулмасан электронлă варианчĕпе паллашма, тĕрлĕ информаципе кăсăкланма ытларах усă курать. «Улăп» ФСКна баскетболла выляма çÿрет тата пике.

— Пушă вăхăт çукпа пĕрех. Шкултан киле утнă чухне уçă сывлăшпа киленни те маншăн темрен паха. Шăпах çак вăхăтра килте зал пÿлĕмĕнче юсав ĕçĕсем тума тытăнтăмăр. Аттене пулăшатăп, тĕрлĕ инструмент парса тăратăп, пăта çапкалани те пулнă. Пĕр-икĕ шуруп пăрса кĕртсен те пулăшу-çке, — маттурскертен тĕлĕнтĕм.

Аня 9-мĕш класс хыççăн шкул саккипе сыв пуллашма васкаман. 11-мĕшне пĕтерни çирĕпрех пĕлÿллĕ пулма май парать тет вăл. Икĕ çул каялла хĕр çĕршывăн тĕп хулинчи Кремль елкинче пулма тивĕçнĕ. Мускавра ун чухне пĕртăван Запашныйсен циркĕнче пулни асра юлнă. Воробьево тăвĕсене çитсе курнă вăл.

Анна Кузьминана вĕрентекен профессийĕ илĕртет. Гуманитари наукисене кăмăлланине каласа кăтартрĕ чиперук.

— Чăваш чĕлхине те тăрăшса ăса хыватăп. Тăван чĕлхепе çырнă сăвăсене вулама юрататăп. Атте-аннерен куçнă чĕлхене кашни чăваш ачин пĕлмелле. Тата чăвашран тухнă паллă çынсене, ентешсене, çыравçăсене яланах асра тытмалла, мĕншĕн тесен пирĕн пурнăçа лайăхлатма тăрăшнă вĕсем, — маттурскерĕн чунĕнче чăваш юнĕ чупни палăрчĕ.

Стипенди укçине Аня пухса пынă. Унпа вăл университета вĕренме кĕрсен ноутбук туянасшăн. Учитель ĕçĕ чуна çывăххинчен ытларах юрист пулас килнине те пытармарĕ хĕр.

— Шкула çÿреме тытăнсан 1-мĕш класра чи малтанах «3» паллă илнĕччĕ эпĕ. Ку вырăс чĕлхипе диктант çырнăшăн пулнăччĕ. Текста вĕрентекен вуласа пачĕ те маншăн вăл кĕске пек туйăнчĕ. Астуса юлтăм тесе шухăшларăм, хушмасăрах çырса хутăм. Çынпа пĕрле çырма тытăнсан йăнăшсене куртăм, тÿрлетрĕм. Кайран манăн ĕç тирпейсĕр курăнчĕ, — аса илчĕ Екатерина Агеева. — 5-6 класчен предметсене вĕреннисĕр пуçне ытти енпе аталанманшăн эпĕ кăмăлсăр. Мĕншĕн тесен кашни шкул ачин сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла. Спорт малти вырăнта пулмалла. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.