Вулавăшра - паттăрлăх урокĕ
Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Наци библиотекинче «Ачалăхăн йÿçĕ ас тăвăмĕ: вăрçă ачисем аса илеççĕ» паттăрлăх урокĕ иртнĕ. Çак куна ахальтен суйласа илмен, шăпах 1945 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Мускав вăхăчĕпе 22.40 сехетре, рейхстаг çийĕн Хĕрлĕ ялав вĕлкĕшме пуçланă.
Кунашкал мероприятисем библиотекăра ытти çул та иртнĕ-ха. Культура çулталăкĕнче ăна çĕнĕ вăй парас тенĕ. Вулавăш ĕçченĕсем тĕп хулари пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 1-мĕш каçхи шкулта вĕренекенсем валли «Вăрçăра ĕннĕ ачалăх» электрон презентацийĕ йĕркеленĕ. Шкул ачисем çавăн пекех «Вăрçă ачисем» видеороликпа, «Фронт кун-çулĕ сăн питсенче тата çырусенче» кĕнеке куравĕпе паллашнă, «Вăрçă пирки эпĕ мĕн пĕлетĕп?« викторинăна хутшăннă.
Комментировать