Амăшĕн тĕрекĕ, е Çĕрме пуян Шупашкар хĕрне миллион парнелени çинчен

27 Ноя, 2017

Раççейри паллă предприниматель, пысăк предприяти пуçлăхĕ Антон Зиновьев Шупашкарта пурăнакансене миллионсем валеçнине «Пятница» телеканалпа кăтартрĕç. Çак кăларăм çинчен кĕскен кăласа хăварни ытлашши пулмĕ: «Вăрттăн миллионер» ыр кăмăллăх проектне хутшăнать, çĕрме пуян ахаль çын майлă тумланса çĕршывăн тĕрлĕ хулине çитет. Алăри 1 пин тенкĕпе 5 кун пурăнмалла унăн. Çула тухнăскерĕн, паллах, çĕр каçнăшăн, апатшăн тÿлеме укçа ĕçлесе илмелле. Унсăр пуçне çав çыннăн хăй миллиардер пулнине никама та пĕлтерме юрамасть. Анчах кам вăл? Халап тăрăх, хайхискер кредит илсе ĕç пуçарнă, анчах тупăш илеймен. Тĕрĕссипе вара, вăл дачăна каймашкăн кăна 20 пин тенкĕлĕх футболка туянать. Ытти тăкака шутламасан та юрать ахăр. Пĕтĕмĕшле илсен, çав проекта хутшăнакан арçын — пурнăç илемĕпе туллин киленекен бизнесмен.

Кĕтмен тĕл пулу

Шупашкарăн пĕр кĕтесĕнчен теприне çитнĕ май «Вăрттăн миллионер» пулăшу кĕтекен çынсене шырарĕ. Акă кĕтмен-туман çĕртен паллашнисенчен пĕри — пÿрине улăштарас тĕллевлĕ Катя. Кăларăмра ĕç тиркемен Антон Зиновьевăн хĕре гемодиализ центрĕнчен кĕтсе илмеллеччĕ, киле ăсатмаллаччĕ.Çакăншăн ăна укçа пама шантарнăччĕ. Çав вăхăтра япăх кураканскерне, тытамакпа аптăраканскерне амăшĕн те, юлташĕсен те киле çитерме май пулман. Сусăра пулăшнăшăн хăна укçа илмерĕ. Кăларăмра Катя хăйĕн чирĕ çинчен сăмах пуçарнă май пуçне шаккаса кăтартрĕ.

Шăпах çак хĕрпе паллашас тесе «Вăрттăн миллионер» çулĕпе Ворошиловсем патне çитсе кĕтĕмĕр. Реалити-шоу пуш сăмах çаптармасть-ши? Чăнах çавăн чухлĕ укçа парса хăварнă-ши пикене? Ахалех иккĕленнине амăшĕпе хĕрне курсанах туйса-ăнланса илтĕмĕр.

«Эпĕ асам тĕнчине ĕненетĕп. Çапах хам юмах майлă чăнлăха лекесси çинчен шухăшламан. Йăлтах ăнсăртран пулса тухрĕ. Эпĕ вĕт çав кун такси чĕнме те пултарнă», — йăл кулăпа çиçет Катя. Алла 1 миллион тенкĕ кĕнĕшĕн епле хĕпĕртемĕн? Унпа, палăртнă пекех, тĕллевлĕ усă курĕç. Хĕр Чулхулари трансплантологи федераци центрĕнче черетре тăнине палăртмалла. Халĕ, укçа пуррине шута илсе, Мускаври клиникăсенчи лару-тăрупа та кăсăкланаççĕ Ворошиловсем. Хăйсем кăна мар, Катьăн юлташĕсем те тĕп хулана шăнкăравласах тăраççĕ. «Манăн пурнăçа улăштармашкăн шанăç пур. Апла тăк унпа хăвăртрах усă курмалла», — хăпартланать çамрăк. Çак кун çитессе амăшĕпе хĕрĕ чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Операцишĕн тÿлемешкĕн 1 миллион тенкĕ çителĕксĕр. Çапах ку питех пăшăрхантармасть вĕсене. Екатерина юлташĕсемпе пĕрле пысăк концерт йĕркелесшĕн. Миллионер хăварнă укçа çумне çав тупăша хушасшăн вĕсем. Куçĕ япăх курнине пăхмасăрах Катя хăех укçа-тенкĕ ĕçлесе илме тĕллев тытни те тĕлĕнтермест. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.