Диктант çырни чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн сасăланиех

7 Мая, 2014

Чăвашлăх тĕнчишĕн палăрăмлă черетлĕ пулăм хыçа юлчĕ: пĕтĕм халăхпа пĕрле тăван чĕлхепе диктант çыртăмăр. Çакнашкал акцие ирттерес йăла вырăссенчен пуçланчĕ пулин те чăвашсем проектăн пĕлтерĕшне тарăнлатни паха: чи авалхи илемлĕ чĕлхесенчен пĕри шутланакан чĕлхене пулас ăрусене те пехиллес, унăн пуянлăхне упрас, хамăр тăван культурăран писесрен сыхланас тĕллеве тĕпе хунă. Ахальтен мар йĕркелÿçĕсем пĕтĕм чăваш диктантне Чăваш чĕлхи кунĕнче çырма тĕв турĕç.

Мĕнлерех иртрĕ акци? Çыракансен, тĕрĕслекенсен, йĕркелÿçĕсен шухăш-кăмăлĕ еплерех? Çитменлĕхсем пулчĕç-и? Çак ыйтусен хуравне шыраса пăхăпăр.

Кăçалхи диктанта пĕтĕмĕшле йĕркелесе ирттерес яваплăх Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ çине тиенчĕ те - чи малтан унăн ертÿçине Юрий Исаева тата пысăк ĕçе хутшăннă ĕçтешĕсене тав сăмахĕ калар. Проекта хатĕрленсе ирттерес опыт кăлтăксăр мар, анчах çакăн та ырă енĕ пур: малашне тимлĕхе ăçта ÿстермелли паллă. Калăпăр, вырăнтан тухмасăр çырнă ĕçсене электрон почтăпа ярса панă чухнехи хăш-пĕр пăтăрмахран хăтăлма пулатех.

Диктанта пурĕ 3100 яхăн çын хутшăнни çинчен хаçатăн маларахри номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Ятарласа хатĕрленĕ аудиторисенче текста итлесе 633 çын çырнă. Вĕсен йышĕнче - шкул ачисем, студентсем, вĕрентекенсемпе патшалăхăн тĕрлĕ учрежденийĕнче ĕçлекенсем. Юлашкинчен асăннисем çинчен çакна каламалла: культурăпа вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшакансем ытти сферăра ĕçлекенсенчен чылай йышлăрах. Çынсен ÿсĕмне бланкра хăйсем кăтартнă тăрăх тишкерсен 13-16 çултисем тата 30-45-рисем ытларах пулни палăрать.

Диктанта Наци радиовĕпе е Интернетра он-лайн мелĕпе итлесе çырнисен йышĕ ятарлă аудиторисенче пурнăçланисенчен чылай ытларах. Çав ушкăн, тĕрĕссипе, тата та пысăкрах пулаятчĕ. Йĕрке тăрăх текста 13.00 сехетре вулама тытăнас вырăнне Наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕ 15 минута яхăн кая юлнă, Наци телекуравĕ те You Tube файлра маларах вырнаçтарнă видео çинчен пароле вăхăтра сирме маннă. «Кремльти сехет чарăнса ларниех мар-ха», - текелесе шÿтпе ирттерме те пулать паллах. Çапах та проектăн малашнехи тăсăмĕнче яваплăх çÿллĕрех шайра пултăрччĕ.

Диктанта республикăри чăвашсем кăна мар, ют регионсенче тĕпленсе пурăнакан йăхташсем те хутшăнни савăнтарать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал вĕсен географийĕ самай анлă: Мускав хулипе облаçĕ, Чул хула, Самар, Чĕмпĕр, Пушкăрт тăрăхĕсем. Чăваш Енĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков та, сăмахран, пĕрлехи акцие чун хавалĕпе хутшăннă. Интернетри унăн комментарийĕпе вулакана та паллаштарам:

- Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ пĕтĕм чăваш диктантне çырма йыхравланине савăнсах йышăнтăм. Мускавра çуралса кунта пурăнакан чылай юлташ шухăшĕпе - чăваш чĕлхи тĕнчере чи илемлисенчен пĕри. Вăл малашне те аталантăрччĕ, чечеклентĕрччĕ. Çак акцие хутшăнни чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн сасăлани тесе шухăшлатăп. Текст питĕ кăсăк пулса тухнă. Чăн та, орфографипе грамматика тĕлĕшĕнчен вăл самаях кăткăс.

Текст çинчен сăмах тухрĕ те... Чылайăшĕн шухăшĕпе вăл пач урăхла - ансат. Йĕркелÿçĕсем диктанта кăткăслăх кĕртес темен. Хальлĕхе, проект пуçламăш утăмсем тунă тапхăрта, чи кирли - аудиторие сарни. Çакăн пек пĕтĕмлетрĕç ЧПГĂИ ĕçченĕсем. Марина Карягина хатĕрленĕ ĕç пунктуаци тĕлĕшĕнчен пуян. Анчах тĕрĕслекенсем тирене хÿреллĕ пăнчăпа та улăштарма юранине шута илнĕ май ку пысăк йывăрлăхах шутланмасть. Ÿлĕм çапах та орфографипе грамматикăна пырса тивекен хăш-пĕр правилăна аса илме хистекен самантсем кĕртсен пăсăк пулмĕ.

Йĕрке тăрăх - хăйсем тĕллĕн çырнă ĕçсене гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн электрон почтине палăртнă адреспа 15 минут тăршшĕнче ярса памалла пулнă. Шел, ку пункта тÿррĕн пăхăннисен йышĕ пĕчĕк. Ĕçсем темиçе сехетрен те, тепĕр кун та килнĕ. Çапах лимит палăртнă тăк - ăна шута илмеллех.

Çитменлĕхсене асăнни проект ăнăçсăр тенине пĕлтермест. Тен, йăнăшатăп, анчах Раççейре пурăнакан нихăш халăх та, вырăссемсĕр пуçне, хальлĕхе хăйсен тăван чĕлхипе пĕрлехи диктант ĕçне пуçарман. Сас-хурана ĕненес тĕк тутарсем пире, чăвашсене, ăмсанаççĕ те - пĕрлĕх тĕлĕшпе тинех мал утăм турăмăр-çке.

Леонид ПЕТРОВ, ЧПГĂИ ăслăлăх çыруçи:

- Çак диктант тăван чĕлхе çинчен шухăшлаттарас, ăна çемьере, шкулта, аслă заведенире çине тăрса вĕренмеллине аса илтерес тĕллевлĕ проект. Автор ансат сăмахсемпех калас тенине витĕмлĕ палăртнă. Чăвашлăх тĕнчинче пурăнакансемшĕн çыру ĕçĕ кăна мар пĕрлехи диктант - самай кăсăклă пулăм. Чăн та, ĕçе лайăхлатмалли куç кĕрет. Пирĕн çакна валли квалификациллĕ специалистсем çителĕклĕ. Проектăн девизĕ кирлех: хамăра рекламăлани пулĕ ку. Ĕç йĕркелĕвĕн шайне ÿстересчĕ. Çакă пурте хутшăнма пултаракан проект анлăшне сарма пулăшĕ. Интернет уçлăхĕпе - информаци сармалли чи ансат мелпе - хальлĕхе туллин усă курмастпăр.

Манăн педколледжри пĕр аудиторире «диктатор» пулма тÿр килчĕ. «Лайăх вуларăр» тенине илтме кăмăллă пулчĕ - пытармастăп. Хула ачисем акцие хастар хутшăннишĕн хĕпĕртерĕм, вĕсем хăйсене тĕрĕслесе пăхас шухăшпа килнине каларĕç.

Геннадий ДЕГТЯРЕВ, ЧПГĂИ пай пуçлăхĕ:

- Аудиторисем хатĕрленĕ заведенисен ертÿлĕхĕ çак акцире хастар пулнине курас килет. Тĕслĕх вырăнĕнче - педколледж. Унăн директорĕ Валерий Сапожников хăнасене йышăнма, çак пулăма халалланă митинга хутшăнма, диктанта хăй çырма, ĕçтешĕсемпе студентсене явăçтарма пултарчĕ. Сăмах май, Валерий Васильевич диктанта «пиллĕклĕх» çырнă, чăннипех тăван чĕлхене юратать, пĕлет эппин.

Кăçалхипе пĕлтĕрхи текстсен теми пĕр килчĕ. Малашне урăхларах пулĕ. Текста конкурс ирттерсе суйласа илсен аванрах.

Ираида МУКИНА, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ доценчĕ:

- Тĕрĕслекенсен ушкăнĕнче пулнă май чи малтанах - текст çинчен. Çав тери çăмăл вăл. Пунктуацине питĕ çирĕп тишкерме хушманран пушшех ансат пулчĕ. Япăх паллăсем сахаллинчен тĕлĕнме кирлĕ мар эппин. Малашне текст валли чăваш халăх çыравçисен хайлавĕнчен пĕр-пĕр сыпăк илме сĕнетĕп. Йыш пысăкланни савăнтарать, анчах хутшăнас кăмăллă пур çын та çак акци çинчен пĕлсе ĕлкĕреймен. Пĕлĕшĕмсем, культурăпа вĕренÿрен аякра тăракан тытăмра ĕçлеççĕ пулин те, диктант çырма кăмăлĕ пуррине кайран кулянса каларĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.