«Çамрăксене яла илĕртессишĕн темĕн тăвăттăм»

7 Мая, 2014

Ĕнер кăна сцена çинче култарнă пике ĕçре - пач урăх çын. Çитес кунсенче хăш ялти волонтерсемпе мĕн тумаллине пуç тавра çавăрттарнипе пĕрлех сĕтел çинчи тĕрлĕ çыру-хушупа паллашса вĕсене кирлĕ инстанцисене çитерме ĕлкĕрет. Меллĕ самант тупăнсанах ку е вăл ял тăрăхĕн çамрăкĕсемпе тĕл пулăва васкать, вĕсен пурнăçне интереслĕ йĕркелессишĕн тĕрлĕ ăмăрту-и, уяв сценарийĕ-и, обществăшăн усăллă пуçару-проект-и шухăшласа кăларатех. Сăмахăм Комсомольски район администрацийĕн вĕренÿ пайĕнче çамрăксен ĕçĕсемшĕн яваплă специалист - Ольга Сихвалидовна Карсакова çинчен. Çак должноçра ĕçлекен мĕнле «сывлать» паян? Кирлĕ тивĕçех пурнăçлать-ши вăл?

- Ольга, эпир - пĕр ăру çыннисем. Тимур отрячĕн хастарлăхĕ, пионер чысĕ, комсомол Уставĕ çинчен кĕнеке тăрăх кăна мар лайăх пĕлекенсем. Хамăрăн вĕренÿрен пушă вăхăта мĕнпе аппаланса ирттернине лайăх ас тăватпăр. Çамрăксене паян идеологи çинче никĕсленнĕ пĕрлĕхсемпе тыткăнлама хĕн, мĕнлерех ĕçлеме тивет вĕсемпе?

- Самана улшăннă май çамрăк ăру шухăш-кăмăлĕ унчченхинчен раснарах. Ку япăх тенипе тан мар. Пурнăçри приоритетсем, чăн та, вĕсемшĕн урăхларах. Телее, иртнĕ кунăн ырă опычĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çухалмасть: хальхи вăхăтра та пионерипе комсомол чечекленнĕ тапхăрти хăш-пĕр йăлана пурнăçласа пыратпăр. Халĕ те, сăмахран, шкулсенче вожатăйсем пур. Тĕп тĕллевĕмĕр те улшăнман: çитĕнекен ăрăва патриот пулма хăнăхтарасси, пурнăçра позитивлă шухăш-ĕçе мала хурасси. Вăтам классенче вĕреннĕ чухне «Зарницăна» еплерех хатĕрленнине манман пуль? Сăмах май, хамăрăн командăн ертÿçи пулма пĕрре мар тÿр килнĕ. Халĕ те ирттеретпĕр çав вăйăсене, унчченхиллех - хаваслă, анчах çирĕп йĕркепе. Пĕр çитменлĕх - ĕçлекен çамрăксене пĕтĕçтерекен пĕрлĕх çук. Районта çирĕплетнĕ пĕр специалиста вара вĕсене ĕç хыççăн «тытма» çав тери йывăр. Пĕр-пĕр пысăк мероприятире кăна вĕсемпе курнăçса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явма май килет. Ĕç вырăнне тухса çамрăксемпе канашлама, шел, йывăртарах: пуçлăхсем хăйсен çыннисене ĕçленĕ вăхăтра чăрмантарнăшăн кăмăлсăр. Куншăн кам тÿлет-ха пире тесе куçран калакан та пур. Çавăнпах питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтупа кăна предприятие пырса кĕреетĕн. Пĕлтĕр ЖКХ тытăмĕнче ĕçлекенсем патне пусăмласах кайрăм. «Регионри ЖКХ модернизацийĕн 5 утăмĕ» конкурс çинчен ăнлантарса патăм та - хаваспах хутшăнма килĕшрĕç. Тăрăшнин усси пурах: çĕнтерÿçĕсен йышне лекекен те пулчĕ.

- XXI ĕмĕрте пуçаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хушшинче «волонтер» сăмах модăна кĕчĕ...

- Çапла. Пирĕн тăрăхра вĕсен командисем - 12. Самай хастар ĕçлесе пыраканнисем те пур. Акă Комсомольскинчи 1-мĕшпе 2-мĕш шкулсен ушкăнĕсем федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн ятарлă программăна пăхăнаççĕ. Хăйсен кăмăлĕпе тĕрлĕ пуçарăва хутшăнакансем сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытаççĕ.

- Пуриншĕн те паллă: вĕренÿре малта пыракан ача класс, шкул тулашĕнчи мероприятисенче те хастарлăхпа палăрать. Тĕрĕс çулран пăрăнма хăтланакан е ăнăçсăр çемьесенчи çул çитмен ачасемпе пĕр чĕлхе мĕнле тупмалла?

- Тĕрĕссипе, унашкал ачасене тимлĕх кăна ытларах кирлĕ - ыттисем пекех вĕсем. Хăйсене пĕр-пĕр ĕç шанса парсан ун пеккисем те яваплăхран пăрăнмаççĕ. Çавăнпа волонтерсен ушăкăнĕсен ертÿçисене сисчĕвлентерекен вĕренекенсене ушкăна явăçтарма ыйтатăп.

- Канмалли кунсенче ялсенчи культура çурчĕсене тухса çÿретĕр пулĕ?

- Районта 5 пин ытла çамрăк. Май пулас тăк пурне пĕрле пухса хамăра пырса тивекен калаçăва пуçарăттăм. Чăн та, ял клубĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Асанкасси, Нĕркеç, Çĕнĕ Мăрат, Кайнлăк, Урмаел - юлашки вăхăтра çак тăрăхсенчи яшсемпе хĕрсен ушкăнĕпе тĕл пултăмăр. Чылай чухне пĕр-пĕр мероприяти йĕркелес кун вырăна çитетĕп. Хам та юрра-ташша, сценка-шÿте кăмăллатăп та - «парне» хатĕрлеме тăрăшатăп. Хушăран кулăшсене хамах шухăшласа кăларатăп. Çавăн пек чухне, халăх мана сцена çинче курнă хыççăн, çынсемпе калаçма чылай ансатрах: шанаççĕ.

- Туятăп: санăн пурнăçу вĕресе тăракан хурана аса илтерет. Çемйÿ эсĕ килте хăш чухне ерçейменшĕн кăмăлсăр пулмасть-и?

- Унсăр та мар пуль. Хам Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăннăран район центрне куллен ĕçе çÿресси тертлĕрех. Ачасем те шкула кунта çÿреççĕ /шкул автобусĕ илсе çÿрет/. Апла пулин те ĕç хыççăн тытăнса тăни час-часах пулать: «Кубняночка» ансамблĕн çамрăксен йышне, Валентина Зайцева ячĕллĕ халăх театрне çÿретĕп. Чун апачĕсĕр пурăнаймастăп çав. Спектакльсемпе ялтан яла çÿреме шкул ачи чухнех килĕшетчĕ. Арсений Чукмарев ертсе пынипе лашапа ăçта кăна çитмен-ши! Çынсемпе хутшăнма хăнăхасси çавăн чухне пуçланнă ĕнтĕ. Çемье тенĕрен, ачасем те тĕрлĕ мероприятире хастар. Чăн та, хамăр ĕçре нумай вăхăт пулнă пирки килти ĕçсем вĕсем çине те самаях тиенеççĕ. Ăна пăхмасăр вĕренÿре сатур: асли Людмила, саккăрмĕшне çитнĕскер, пĕрремĕш класранпах - «пиллĕксемпе» ĕлкĕрсе пырать, унран çулталăк кĕçĕнрех Даниил - ударник.

- Санăн аçу ячĕ, сăмах май, хăйне евĕр: Сихвалид тени мĕне пĕлтерет-ши?

- Чăваш ячĕ вăл: Çилюк. Асанне тин çуралнă ачине ят хумашкăн ял Канашне кайма тухнă. Хăй шухăшланине кил-йыш хуртарас темен, Всеволод е Сильвестр ятсенчен хăшне те пулин çыртарма ыйтнă. Асанне кантура çитет - мĕнле ят памаллине ас тумасть. Çапла чăваш чунĕллĕ хĕрарăм: «Çилюк тесе çырăр та ĕнтĕ», - тенĕ.

- Çу уйăхĕ те çитрĕ. Ку вăхăт пирĕн ăс-тăнра темĕнле ырă пулăмпа та çыхăнать. Эсĕ асăннă «Зарница», Пионери çуралнă кун, Юлашки шăнкăрав... Хăшне халĕ те чунтан кĕтетĕн?

- Пĕр вăрттăнлăха уçса парам-ха. Пирĕн ялти шкула хупрĕç те - унăн çуртне тата йĕри-таврăшĕнчи çĕре çемье валли туянтăмăр. Çак кунсенче сад ешерме тытăнĕ, илемлĕ çав вырăнтан тухас килмĕ. Çулталăкри чи кĕтнĕ уяв - Туслăх кăвайчĕ чĕртесси. Вăл йăлана кĕнĕ тăрăх çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче е ăна çывăх кун иртет. Районти хастар çамрăксене май пур таран ытларахăшне çак уява явăçтарас килет. Кăçал кăвайта хамăн сад-пахча территорийĕнче чĕртес шухăш пур. Камăн хутшăнас килет - пурин валли те вырăн çитĕ!

 

Калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.