Нумай ачаллă çемьесене - çĕр лаптăкĕ

7 Мая, 2014

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес енĕпе республикăра малалла ĕçлеççĕ. Кăçалхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ăна илес текен 4423 çемье учетра тăнă. Унашкаллисем Шупашкар /1499/, Çĕнĕ Шупашкар /430/ хулисенче тата Шупашкар районĕнче /467/ уйрăмах йышлă. Черетрисен ыйтăвне татса парас тĕллевпе 345,9 гектар çинче 3037 лаптăк йĕркеленĕ.

Шута илнĕ çемьесенчен 2370-шĕ ăна тÿлевсĕр илмелли правăн сертификачĕллĕ пулнă.

Çак пуянлăха мĕн тĕллевпе тивĕçессине ашшĕ-амăшĕ хăй палăртать. 1460 çемье унта пурăнмалли çурт çĕклеме, 865-шĕ харпăр хăйĕн хушма хуçалăхне йĕркелеме, 45-шĕ дача лартма ĕмĕтленет.

Çакна палăртмалла: Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ парасси çинчен" саккунне кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн йышлă çемье черете тăнă чухне харпăр хăй хуçалăхне йĕркелемелли лаптăк ăçта пулассине - е халăх пурăнакан вырăн чиккинче /килти хушма хуçалăк лаптăкĕ/, е ун тулашĕнче /уйри лаптăк/ - суйламалли ирĕкпе усă курать. Асăннă кÿртĕм тăрăх 489 çемье ăна хăйсем пурăнакан çĕрте, 376-шĕ уйра илнĕ.

Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене уйăрса панă çĕр 272,8 гектарпа танлашнă, 1635 лаптăк тĕлĕшпе /207,5 гектар/ харпăрлăх правине регистрациленĕ. Хальлĕхе республикăра ку енĕпе пĕтĕм йышăн 54 проценчĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Саккун çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене республикăпа муниципалитет харпăрлăхĕнчи лаптăксене кăна мар, федерацин шутланаканнине те уйăрма ирĕк парать тата унпа тивĕçтерессине йĕркелесе тăрать.

Унсăр пуçне саккун çĕр лаптăкне харпăрлăха тÿлевсĕр илме ирĕк пур нумай ачаллă çемьесене Реестр учетĕнчен кăлармалли йĕрке вăйне çухатнă тесе палăртнă. Хăйсене сĕннĕ лаптăка виçĕ хут хирĕçленĕ е ăна илмешкĕн килĕшни-килĕшменни çинчен вăхăтра çырса пĕлтермен çемьесене халĕччен çак ирĕкрен хăтарнă.

cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.