Тăпăлнă калчана чĕртеймĕн
Шкулта вĕреннĕ çулсенче "çĕнĕ пурнăç калчисем" тесе каланине тăтăшах илтме тÿр килетчĕ. Пурнăçри ÿкерчĕксем "калчасен" илĕртÿлĕхĕ суя пулнине йышăнма хистеççĕ. /.../
Çулталăк пуçламăшĕнче Вăрмар районĕнчи пĕр ялта икĕ ача ашшĕ хăйĕн çине алă хунă. Икĕ уйăхран - çул çитмен ывăлĕ. Шкул ÿсĕмĕнчи арçын ачан Интернетри социаллă сетьре çырса хăварнă сăмахĕсем çÿç-пуçа вирелле тăратаççĕ: "Çынсем, эсир пурте ытла та усал. Каятăп эпĕ сирĕн патăртан..."
Тăпăлнă калчана чĕртеймĕн. Хамăр пурнăç панă пепкесене çĕнĕ пурнăç калчисем пек курса çитĕнтересчĕ. Вĕсене пурнăçа вĕрентессине ырана хăвармасăр./
Тĕплĕнрех - ыранхи номерте вулăр.