Чăваш к​​​​​​​аччи тĕнчене тĕлĕнтернĕ
21 Ноября, 2017 | Хыпар | Спорт | Ĕнер, паян, ыран

Чÿк уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче Сеулта Кăнтăр Корея кире пуканĕн тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди унта пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Çĕршыв чысне çамрăк «пуканçăсен» йышĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Алексей Иванов тата Анастасия Александрова хÿтĕленĕ. Иккĕшĕ те вĕсем хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăн йышăннă, ылтăн медале тивĕçнĕ.

21 çулти А.Иванов вара аслă çулсенчи атлетсене те тĕлĕнтернĕ. Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕ пăхаттир 32 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 114 хут тĕртнĕ, пĕр снаряда малтан — су-лахай, унтан сылтăм алăпа 193 /!/ хут сулласа çĕкленĕ. Алексей иккĕмĕш хăнăхтарура кăтартнă результат — пирĕн республикăн, çавăн пекех Раççейри çамрăксен çĕнĕ рекорчĕ. Спортсмен тĕнчен хальхи чемпионатĕнче 85 килограмлă виçере ăмăртнă.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.