«Аннем тупăкра та йĕчĕ»

Анне ăшшипе, унăн çепĕçлĕхĕпе, юратăвĕпе мĕн танлашайĕ-ши çак çĕр çинче? Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн 4-мĕш курсĕнче вĕренекен Елена Худанина çывăх çыннине куççульсĕр аса илеймест. Амăшне ĕмĕрлĕхех çухатнă хыççăн çут тĕнче пĕтсе килнĕн, пĕлĕтсем ун çине йăтăнса аннăн туйăннă.

Чирлине палăртман

— Виçĕ ачине аннене çитĕнтерме çăмăл пулман. Аттене Пермь крайĕнче пăрахса хăварса пирĕнпе Шупашкара килнĕ вăл. Хайхискер кĕçех хыççăн вĕçтерсе çитнĕ. Икĕ çул вăрçăнса-хирĕнсе пĕрле пурăнтăмăр. Анне атте йĕркеленессе шанса йывăр лава пĕчченех малалла туртатчĕ, вăл вара ăна кашни кун каялла сĕтĕретчĕ. Çук, лайăх енне улшăнма шухăшламарĕ çемье пуçĕ. Атте ниçта та ĕçлеместчĕ, нимĕнпе те пулăшмастчĕ пире. Эрех ĕçекенскер кашни кун аннен «юнне ĕметчĕ». Çитменнине, килти пурлăха вăрттăн сутса ĕçетчĕ. Ăна аса илсен пĕр айăпсăр пичче-шăллăма урса кайса хĕнени куç умне тухать. Кайран вăл хăйĕн тăван тăрăхнех тухса кайрĕ. Мана çав тери юратни пирки калатчĕ вăл. Хăнана чĕнетчĕ — эпĕ пĕрре те кайман. Унăн хаярлăхне курса ÿссе чунăм ачаранах ĕмĕрлĕхех сивĕнчĕ.

Эпĕ 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне атте вилчĕ. Çав тери тарăхтарса çитернĕрен-ши, вăл çут тĕнчерен уйрăлсан куççуль те тухмарĕ.  Каçартăр мана — хĕрхенмерĕм те. Никам та айăплă мар, хăй çавнашкал шăпа суйласа илнĕ. Пирĕн ачалăха туртса илнĕшĕн каçараймарăм ăна. Кайран анне тăрук усал шыçăпа чирлерĕ. Ăна мана çуратас умĕн уринчен йытă çыртнă пулнă, анчах вăл темшĕн больницăна кайман. Кайран çав тĕлте пысăках мар шĕпĕн тухнă. Ыратнине калакалатчĕ-ха анне. Ăна вăл темшĕн ахаль шатра вырăнне кăна йышăннă. Çулсем иртнĕ май вăл шыçма тытăннă. Астăватăп, пуш уйăхĕнче унăн юбилейне — 50 çулне — паллă турăмăр. Ун чухне анне çав тери хаваслăччĕ. Чирлĕ пулнă-и, çук-и — нимĕн те палăртман. Япăххине, усаллине лайăха çавăрма пĕлетчĕ анне. Пĕрле вĕреннисемпе тĕл пулсан шÿтлесе-кулкаласа хăй усал шыçăпа чирлине каланă. Лешсем пĕри те ĕненмен. Çулла хĕвелпе пиçнĕ хыççăн çывăх çыннăм сасартăк аптăраса ÿкрĕ. Кăштахран ăна операци турĕç. Вăл тÿлевсĕрех иртмеллеччĕ пулин те тухтăрсем укçа ыйтрĕç. Паллакансенчен кивçен илсе аран-аран 10 пин тенкĕ тупрăмăр, конверта чиксе патăмăр. Ку çеç тивĕçтерменни шурă халатлисен сăнĕнче палăрчĕ, аннен малашнехи сывлăхĕ вĕсене пачах та пăшăрхантармарĕ. Мĕнех, пĕр уйăх çурăран çывăх çыннăм вилчĕ те. «Мана кайран çак хваттерте пурăнма йывăр пулĕ», — тесе аннен чунĕ тухас умĕн кукамай ăна киле илсе килмерĕ. Вăл тупăкра чĕрĕ пекех выртнăран мана илтнĕ пекех туйăнатчĕ, юлашки хут унпа чуна уçрăм. Анне те йĕчĕ, куçĕнчен юнлă куççуль юхса анчĕ. Эпир пăртак лăплансан вăл та макăрма чарăнчĕ. Эпĕ чĕтреме ернĕччĕ, ал-ура суратчĕ. Йăли çапла: пытарнă чухне тупăк çине тăпра ывăтмалла. Алла тытнă хăйăрлă тăпра чăн-чăн пăр таткине çаврăнчĕ. Юратнă каччă çумра пурри çеç йывăр хуйха пăртак çăмăллатрĕ. Кукамайран тĕлĕнетĕп, вăл иккĕмĕш ачине çĕр айне епле чавса чикрĕ-ши, ăçтан чăтăмлăх çитерчĕ-ши? — амăшне куççуль витĕр аса илчĕ Елена. Малалла вулас...

Елена АТАМАНОВА. Е. ХУДАНИНА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.