Чăваш Ене Хĕл Мучи килет

14 Ноя, 2017

Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ене Аслă Устюгра пурăнакан Хĕл Мучи килсе çитмелле.

Çĕршывăн тĕп Хĕл Мучийĕ Çĕнĕ çулхи çул çÿреве тухнă та ĕнтĕ. Вăл Якутск, Хабаровск, Симферополь, Вологда, Ижевск, Омск, Тольятти, Самар, Кострома тата ытти хулана çитсе курма палăртнă. Пирĕн республикăна пĕрремĕш хут килекен шур сухал хулари Çĕнĕ çул мероприятийĕсен программине старт парĕ. Акă Шупашкарти «Мадагаскар» суту-илÿ центрĕнче Чăваш Енри пĕрремĕш елка иртĕ. Çав кунах сумлă хăна чăваш Хĕл Мучийĕпе курнăçĕ. Вĕсем пĕрле «Асамçăсен шкулне» тата «Хĕл Мучи почтине» уçĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.