Пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ эмелсем йÿнелнĕ

13 Ноя, 2017

Медикаментсен хакĕ кăçал 2,4% пысăкланнă, çав вăхăтрах пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ эмелсем 3,3% йÿнелнине сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ.

Владимир Викторов грипран, ОРВИ чирĕсенчен хÿтĕленессин хакĕ пирки те сăмах пуçарчĕ. Вакцинаци — ытахальтен шутласа кăларнă мера мар. Прививка тума пĕр çын валли кирлĕ тăкак 200 тенкĕ патнелле кăна. Чирлесен вара пĕр çынна сиплемелли тăкаксем нумай хут пысăкрах — 700-тен пуçласа 2,2 пин тенкĕ таранах. Чир кăткăсланса пневмони патнех çитсен расхут татах нумай хут пысăкланать — 90 пин тенкĕрен тытăнса 500 пинрен те иртет. Министерствăн асăннă йышши чирсенчен сиплеме яракан укçи чăннипех пысăк — 853 миллион тенкĕ. Паллах, чир бюджетшăн кăна мар, çемьесемшĕн хăйсемшĕн те тăкаклă. Çавăнпа та, иккĕленмест министр, кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплăха туймалла. Вакцинаци уссине специалистсем тахçанах çирĕплетнĕ ĕнтĕ, ун çине алă сулма юрамасть. Нумайăшĕ çакна ăнланать, кăçал 531 пине яхăн çын прививка тутарнă. Предприятисен ĕçченĕсене ĕç паракан шучĕпе вакцинацилессин кăтартăвĕсем те лайăхланнине палăртма кăмăллă: 2,2 пин ытла çынна прививка тунă.

 

 

Рубрика: 

Комментировать