Авланмашкăн кермен пек çурт лартнă

9 Ноя, 2017

Муркаш районĕнчи Турхан ялĕнчи Тимофеевсем картиш тулли выльăх усраççĕ. Пурăнакан çуртпа юнашар теприне, ç ĕ н н и н е , к е р м е н п е к к и н е хăпартнине курсан кунта йышлă çемье кун кунлани пирки иккĕленÿ çуралмарĕ. Э-э, çук иккен, йăнăшнă. Унта амăшĕпе икĕ çитĕннĕ ывăлĕ Сашăпа Олег пурăнаççĕ-мĕн. Йĕкĕтсем хальлĕхе иккĕшĕ те авланман, ахăртнех, кин илсе килмешкĕн çапла тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Телее, аслăраххипе, Сашăпа, тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Вăл пахча вĕçĕнчи айлăмра моторлă пăчкăпа йывăç касатчĕ, йĕри-тавралăха тирпейлетчĕ.

«Эпĕ Мускава ĕçлеме çÿретĕп, килте пысăк ĕçсем пурнăçламалли тупăнсан кăна яла таврăнатăп. Кунта вăл вара нихăçан та вĕçленмест. Шăллăмпа иксĕмĕрĕн кашнийĕн хăйĕн ĕçĕ, вăл халь авă витере тирпейлет», — калаçрĕ хăйĕнпе паллаштарнă май Саша. 35 çулти хусах çемьеленме ĕмĕтленменнине пытармарĕ. Иртерех-ха-мĕн. Ара, чылай выльăха мĕн тĕллевпе усрамалла-ха? Пÿрт тулли ача- пăча пулсан хăть... «Ялта выльăхсăр пурăнма пулать-и вара? Унч-чен эпир тата ытларах ĕне-вăкăр усраттăмăр. Ăна аттепе анне хăйсемех пăхатчĕç, майĕпен тăрма-шатчĕç. Виçĕм çул атте пурнăçран уйрăлсан выльăх пуçне чакарма тиврĕ. Халĕ тăватă ĕне сăватпăр, чылай пăру çитĕнтеретпĕр. Вăкăрсене сутатпăр паллах, сĕтне укçалла паратпăр. Укçи-тенкине вара алăра тытса та кураймастăн: темшĕн те тÿлемелле, кредит та илнĕччĕ. Халĕ авă çĕнĕ пÿрт хăпартатпăр, ун валли те нухрат сахал мар кирлĕ. Ирĕксĕрех тĕп хулана ĕçлеме кайма тивет. Ку çуртра шăллăм тĕпленĕ, эпĕ Пиккикассинчи асаннен килне çĕнетсе унта пурăнăп», — сăмахне тăсрĕ малалла çамрăк арçын.

Унччен Саша тĕрлĕ çĕрте вăй хунă: милицире те, хуралта та. Шкул саккипе сыв пуллашнă хыççăн вăл, çывăх çыннисем пекех юрра-кĕвве юратаканскер, Шупашкарти культура училищине çул тытнă. Анчах Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлас шухăш канăç паман ăна, вăл вĕренĕве вĕçлемесĕрех çар ретне тăнă. Салтак аттине хывсан пĕр вăхăт йĕрке хуралçинче тăрăшнă, çав вăхăтрах аслă пĕлÿ илме тытăннă. «Шалу тивĕçтерменнипе эпĕ пĕтĕмпе пăрахса Мускава çул тытрăм, унта стройкăра тăрăшрăм. Çĕршывăн тĕп хулинче хуралçă специальноçне алла илсен темиçе çул çак хутлăхра вăй хутăм. Анчах хуралçа нумай тÿлеççĕ-им? 10 пин шалу хулара пĕрре уçăлса кĕмелĕх кăначчĕ. Çавăнпа эпĕ каллех çĕршывăн тĕп хулине кайрăм, каярахпа шăллăм та унта вырнаçрĕ. Халĕ, унчченхипе танлаштарсан, сайра хутра кăна çитсе килетпĕр Мускава, ытларах чухне килте тăрмашатпăр», — терĕ Саша тумтирне йывăç кĕрпинчен тасатнă май. Тăрăшуллă Сашăпа Олег мĕншĕн пÿрнине çĕрĕ тăхăнма васкамаççĕ-ха? Нивушлĕ вĕсен ачисене утьăкка сиктерме кăмăл çук? Амăшĕ тахçанах мăнуксемпе йăпанасшăн-тăр... «Аннен тунсăхлама вăхăт çук, аппан виçĕ тĕпренчĕкĕ килсех çÿреççĕ. Çемье çавăрасси пирки шухăшламан мар-ха эпĕ, анчах ку ыйтăва хальлĕхе татса калаймастăп-ха. Пурнăç кăтартĕ», — уçăмлатрĕ арçын. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.