Акцие хастар хутшăнаççĕ

5 Мая, 2014

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта "Георгий хăйăвĕ" Пĕтĕм Раççей акцийĕ старт илет. "Хула хастарĕсем" общество пĕрлĕхĕн волонтерĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тав сăмахĕ каланине пĕлтерекен хăюсене халăха валеçсе парĕç.

Химиксен хулинче пурăнакансем Георгий хăйăвне çу уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Çĕнтерÿ тата Собор тÿремĕсенче илме пултарĕç. Ăна алла е сумка çумне е автомобиль антенни çине çыхмалла-çирĕплетмелле. капăрлатмалла. "Георгий хăйăвĕ пĕрлĕх, ырă кăмăллăх палли шутланать. Акцин тĕп тĕллевĕ - çынлăхпа чунлăха аталантарасси, обществăшăн ырă ĕç тăвасси. Ку - пире мирлĕ пурнăç парнеленисене тав тумалли хăйне евĕрлĕ меслет. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç асăннă акцие хастар хутшăнни савăнтарать. Хăйăва валеçекен те, çыхса çÿрекен те çулсерен нумайланса пырать",- палăртнă Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ-эксперчĕ Анастасия Муртазина.

Рубрика: