Мĕн-ши вăл Хэллоуин?

2 Ноя, 2017

Хэллоуин — авалхи кельт уявĕ, ăна юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Нумайăшĕ "Çветтуйсен кунĕ умĕнхи каç" тет Хэллоуина. Çак каç усал-тĕселе хăваласа ярасси малти вырăнта тăрать. Уявăн тĕп палли — кавăнран туса хатĕрленĕ çуткăч. Ача-пăча шурă тăхăнса аслисене хăратать, лешсем шăпăрлансенчен хăтăлас тесе вĕсене парне параççĕ, пылак çимĕçпе хăналаççĕ. Пирĕн çĕршыва Хэллоуин 1990 çулта кĕнĕ. Европăра тата Америкăра ку уява анлă паллă тăваççĕ. Раççейре вăл ытларах çамрăксен хушшинче сарăлма пултарнă.

Уява эпир хăнăхнă Кивĕ Çĕнĕ Çул, Кăшарни умĕнхи каçсемпе танлаштарма пулать. Çветке теççĕ халăхра. Вăл Раштавран пуçласа Кăшарниччен пырать. Ача-пăча усал-тĕселе хăратать, килрен киле шаккаса çÿрет. Кил хуçисем канфет-пĕремĕкпе хăналаççĕ.

Шкул ачисенчен ыйтса пĕлер-ха: Хэллоуин пирки илтнĕ-ши вĕсем? Илтнĕ пулсан ăна мĕнле паллă тăваççĕ? Кирлех-ши пирĕн çĕршывра Америкăран килнĕ уяв? Хеллоуин пирки мĕн кăсăкли каласа пама пултарĕç вĕсем. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.