Ăмăрту умĕн ишме вĕреннĕ

2 Ноя, 2017

2013 çултанпа федерацин Атăлçи округĕнче «Кадетство» проект пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн 6 кадет корпусĕ ĕçлет. Республикăри Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕ кăçалхи çу уйăхĕнче ятне улăштарнă, халĕ вăл — федерацин Атăлçи округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕ. Аса илтеретпĕр: çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче унăн çĕнĕ çуртне хăпартма никĕс хунăччĕ. Унта мĕнле çĕнĕлĕхсем пулнине хаçатра çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ.

Команда пĕрлĕхне туйни вăй панă

Кăçал Чăваш кадет корпусĕн- че вĕренекенсем Пермьре иртнĕ «Атăлçи кадечĕсем» спартакиадăна пуçласа хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсен йышне лекеймен пулин те хăйсемшĕн пысăк çитĕнÿ тунă.

Ку спартакиада пĕлтĕр кăна пуçланнă. Ăна федерацин Атăлçи округĕнчи кадетсен корпусĕсем валли йĕркеленĕ. «Вăйсем тан маррине туйсах хутшăнса курас терĕмĕр, — каласа кăтартрĕ Чăваш кадет корпусĕн директорĕ Т.В.Казакова. — Унта спорт ăмăртăвĕсем кăна марччĕ- çке, çара кайма хатĕррине те тĕрĕслерĕç. Тата кăçал ăс-хакăл турнирне те кĕртнĕ». Вăйсем мĕншĕн тан маррине ăнланатăр пуль? Ыттисем çакнашкал ăмăртăва çулталăка яхăн хатĕрленеççĕ пулсан пирĕн кадетсене кун пирки икĕ уйăх маларах çеç пĕлтернĕ.

Командăна 10-мĕш тата 11- мĕш классенчен 10-шар ача илмелле пулнă. Малтанах 30 ачана тĕрĕслев витĕр кăларнă: ишессипе, туртăнассипе, отжимани тăвассипе, чупассипе… Ăс-хакăл вăййинче тупăшма вара 9-мĕш класс хыççăн ОГЭ ăнăçлă тытнисене илнĕ. Çак йышран 22-н юлсан тепĕр иккĕшне кама кăлармаллине юлашки кунчченех пĕлмен, анчах та пурпĕрех спартакиадăна хутшăнма 20 кадет суйласа илнĕ.

Шупашкартан Пермь хулине çитме 14 сехет иртнĕ. Тата унти вăхăт икĕ сехет маларах пынине шута илсен пирĕн кадетсене кун йĕркине хăнăхма йывăртарах та лекнĕ. Çапах команда пĕрлĕхне туйни вăй парса тăнă. Пермьри кадет корпусĕ питĕ илĕртнĕ вĕсене, 37 тăваткал метр йышăнакан-скерĕн вĕренмелли тата пурăнмалли çурчĕсем уйрăмшар вырнаçнă иккен.

Сцена çине — гитарăпа

Пĕрремĕш ĕç — визитка. Кашни команда хăйĕнпе паллаштарнă. Чăваш кадет корпусĕ те тăрăшсах хатĕрленнĕ, сцена пĕчĕк пулин те çирĕм ача унта пурпĕрех вырнаçнă. Ыттисем фонограммăпа усă курнине пăхмасăрах сăвă каланă, юрланă, ташланă та вĕсем сцена çинчен питĕ хăвăрт кайнă. Унччен те пулман пĕри каялла таврăннă та: «Пермьре эпир пĕрремĕш хут, сирĕн валли юрă хатĕрлерĕмĕр», — тенĕ. Çак самант пурне те хаваслăх парнеленĕ. Пирĕн кадетсем вара гитара каласа илемлĕ юрă шăрантарнă.

Кадетсен пур енчен те маттур пулмалла-çке: кĕлетке çирĕплĕхĕпе те, ăс-тăнпа та. Çавăнпа ачасен тĕрлĕ енлĕ ăмăртăва хутшăнса темĕн те тÿсме тивнĕ. Вĕсене ертÿçи А.Л.Мокин лайăх хатĕрленĕ пулин те кунта чылай çĕнĕлĕх асăрханă. Икĕ куна пынă тупăшусенче юлташсен пулăшăвĕ те самаях хавхалантарнă.

Ют çĕрте — ют саккунсем

Спартакиадăран таврăннă хыççăн кадетсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлтĕм.

— Мана пĕтĕмпех килĕшрĕ, — терĕ Александр Сорокин. — Ытти командăна сăнанă май эпир вĕсенчен пĕр картлашка аяларах тăнине асăрхарăм, малашне тата ытларах хатĕр- ленмеллине ăнлантăм. Спартакиадăна хутшăнни хăех хавхалантарать. Эсĕ хăв пĕччен маррине ăнланатăн, санран лайăхраххисем те пуррине куратăн, вĕсенчен иртме тĕллев лартатăн.

Ют çĕрте, паллах, ют саккунсем. Çапах та Костя Матьянова Пермь ачисем ырă кăмăллă пулни, хавхалантарма тата пулăшма тăрăшни тĕлĕнтернĕ. Чупу вăхăтĕнче вĕсем трасса хĕрринче тата мĕн чухлĕ чупмаллине аса илтерсе тăнă.

Çакна та палăртса хăвармалла. Спартакиадăна хутшăниччен хăшĕ-пĕри ишме пачах пĕлмен. Хатĕрленме икĕ уйăх çеç пулнă. Кадетсем кашни ир 7 сехет тĕлне И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ бас-сейнне çÿренĕ. Кайран ăмăртура ыттисем мĕнле ишнине курсан кăштах хумхану туйăмĕ те çуралнă Роман Скворцовăн. Çапах вăл хăйне юлташĕсем пекех алла илме тăрăшнă. Чăрмавсене парăнтарма вара кадетсем Çĕрпÿре вĕреннĕ, Атăл леш енне марш-бросока кайнă. Çапла командăн ăмăртăва хутшăнмалли вăхăт çитнĕ.

Андрей Иванов та икĕ уйăх çеç хатĕрленни çителĕксĕр пулнине палăртрĕ. Унсăр пуçне унти ик сехет маларах пыракан вăхăта йывăррăн хăнăхнă вăл. Тата çанталăкĕ те кунтинчен сивĕрех пулнă.

Спартакиада çулăмне çĕклесси — пысăк чыс

Тепĕр кăсăклă самант — марш-бросок. Йĕперех çанталăк тăнă ун чухне. Кадетсем ăмăртăва пурте тап-таса тухнă, чупса килнĕ чухне вара лупашкара йăванса тухнă пекех курăннă. Ывăннă та-ха, кÿлленчĕксенчен асăрханас шухăш-и унта?

— Марш-бросокра чи йывăрри — ту çине хăпарасси, — терĕ Рома Скворцов. — Хăшĕ-пĕри ывăнсах çитрĕ, вăйлăраххисем вĕсене автомат йăтса пулăшрĕç. Сăмахран, Гена Быков виçĕ автоматпа чупрĕ. Димитриева та, Ражикова та йăтрăмăр… Таврăннă чухне вара пире саламланă пекех лапка-лапка юр çурĕ.

Сăмах май, Гена Быкова спартакиада çулăмне йăтма шаннă. Ахаль мар. Вăл ГТО нормисене пурнăçласа ылтăн палла тивĕçнĕ. Унсăр пуçне йĕлтĕрпе чупса иккĕмĕш разряд илнĕ.

— Спартакиада çулăмне çĕклесси маншăн пысăк чыс пулчĕ, — пĕлтерчĕ Гена. — Çав самантра эпĕ хама лăпкă та, яваплă та туйрăм.

Артем Димитриев пĕтĕм- ĕшле тупăшусемсĕр пуçне автомат пухса салатнă тата вăрăмăшне сикнĕ. Пуринчен ытла ăна 3 метр ытла сикекенсем тĕлĕнтернĕ. Вĕсен техники те урăхларах пулнă-çке. Халĕ Артем та малашне çав меслетпе усă курма палăртнă. Чупнă чухне каччă хăйне япăхрах туйнă. Унăн противогазĕнче унчченхи ăмăртуран хăйăр юлнă иккен, çавăнпа сывлама йывăртарах пулнă. Апла пулин те юлташĕсем ăна тĕксе яман, ÿкме паман, пулăшсах пынă. Çакнашкал туссем пурришĕн Артем чунтанах савăнать. Туран аннă чухне каллех тепĕр кăлтăк тупăннă: вĕрен кĕскерех иккен. Çакă та вăхăта ытларах илнĕ. Пирĕн команда хыççăн тин йĕркелÿçĕсем ку çитменлĕхе пĕтернĕ.

«Çитес çул мĕнле пулмаллине пĕлетпĕр халĕ»

Çакнашкал ăмăртусем çар пурнăçне аван хатĕрлени куç кĕретех. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.