- Чăвашла верси
- Русская версия
Хĕрĕсемпе чăвашла çеç калаçаççĕ
Сарă çÿçлĕ икĕ хĕрача пире чÿречерен сăнанине малтанах куртăмăр-ха. Адельăпа Авеля пире кĕтсе хăшкăлнă. Амăшĕ Ирина хăнасем килессе систернĕ вĕсене. «Аппасем хăçан килеççĕ?» — ыйтнă йĕкĕреш хĕрачасем. Пире курсан вăтанчĕç, кайран чĕрçи çине ларчĕç. Хĕвел пек сарăскерсем, кăвак куçлăскерсем — ашшĕпе амăшĕн савăнăçĕ. Вĕсем пĕчĕк йăмăкне Инессăна пăхма пулăшаççĕ, ăна сăпкара сиктереççĕ. «Ачасене сăпкара çитĕнтертĕмĕр. Ку — пирĕн йăхран йăха куçакан тупра. Унта манăн атте ÿснĕ», — терĕ çамрăк амăшĕ. Халĕ пысăк çемье çĕнĕ хваттере пурăнма куçма хатĕрленет. «Унта халĕ юсав ĕçĕсем ирттеретпĕр», — пĕлтерчĕ 26-ри Ирина Скворцова.
Иринăпа Дмитрий «Çамрăк çемье» программăпа усă курса хваттер илес тесе 3 çул каялла, аслă хĕрĕсем çуралнă хыççăн, черете тăнă. Кăçал акă вĕсене Муркашра иртнĕ Акатуйра сертификат алла тыттарнă. <...> Çемье пысăк пулнăран вĕсем 4 пÿлĕмлĕ хваттер туяннă.
— Мăшăрпа Дмитрийпе, Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕн каччипе, пĕр соцсетьре паллашрăмăр. Пĕрремĕш вăл çырчĕ, пĕр-икĕ уйăх çыру çÿретнĕ хыççăн тĕл пулма шухăшларăмăр, кайран хĕрпе каччăлла çÿреме тытăнтăмăр. Çулталăк та иртмерĕ — çемьелентĕмĕр. Дима ун чухнех Мускавра строитель-монтажникра ĕçлетчĕ. <...> Ачасемпе йывăр пулнăран, мăшăр ĕçлеме çÿренĕрен, пурăнмалли уйрăм кĕтес туяниччен тăван яла, Муркаш районĕнчи Турхана, килме шухăшларăмăр, — каласа кăтартрĕ виçĕ ача амăшĕ.
30-ти Дмитрий Мускавра официаллă майпа тăрăшать. Çавăнпа мăшăрĕпе ачисене тăтăшах кураймасть вăл. Дмитрий уйăхра пĕрре çеç Чăваш Ене килет. Нумаях пулмасть хваттерте юсав ĕçĕсем ирттерес тесе ятарласа отпуск илнĕ. Пур ĕçе те хăех пурнăçлать вăл, юлташĕсем те пулăшаççĕ. <...>
— Аслисене садике вырнаçтарсан çăмăлрах пулĕ. Манран юласшăн мар вĕсем, хыççăнах çÿреççĕ, — йăл кулчĕ Ирина. — Тĕрĕссипе, вĕсене тетте те кирлĕ мар. Иккĕшĕ пĕрле выляççĕ. Йĕкĕреш çуралсанах пĕрин валли тÿрех ят тупăнчĕ: Аделина. Пĕр сас паллирен пуçланакан ят хурас терĕмĕр, теприн валли ят чылай шырарăмăр. Кĕскен Авельăпа Аделя тесе чĕнетпĕр. 2 çултан çуралнă Инесса валли ят ăнсăртран тупăнчĕ, — кĕçĕн хĕрне çупăрласа калаçрĕ çамрăк хĕрарăм.
Скворцовсем мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, пĕчĕк хĕрĕсене те явăçтараççĕ. Вĕсем хĕрачасем валли ятарласа чăваш кĕпи çĕлеттернĕ. Мăшăр чăвашлăхшăн çунать, çавăнпа хĕрĕсемпе те тăван чĕлхепе пуплеççĕ. <...>
Скворцовсем йăха тăсакан ывăл пирки те ĕмĕтленеççĕ. «Анчах халех мар, кăшт вăхăт иртсен. Малтан хĕрĕмĕрсене ура çине тăратар-ха», — йăл кулчĕ Ирина тĕпренчĕкĕсем çине ăшшăн пăхса. Тулли верси...
Комментировать