- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хуняçапа хуняма мăшăра упрайманшăн айăпларĕç»
Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç ялĕнче пурăнакан Нина Петровăн шăпи çăмăлах килмен пулсан та ÿпкелешмест вăл. Çур ĕмĕр хыçа хăварнăскер виçĕ ывăлĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнать.
Пĕр кунхине упăшки киле таврăнман…
Нина Калистратовна çак районти Шупуçра йышлă çемьере кун çути курнă. Мĕн ачаранпах ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ, колхоз уйĕнче аслисемпе пĕрле тăрăшнă. «Мана, пĕчĕкскере, кĕреплепе утă турама йывăрччĕ. Кăвапа таврăнса кайичченех ĕçлеттеретчĕç», — çапла асра юлнă унăн ачалăхĕ. 8-мĕш класс хыççăн мал ĕмĕтлĕскер Шупашкарта пир-авăрçă специальноçне алла илме тытăннă. Анчах чире пула занятисене çÿреме пăрахнă. Ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинче ларма хăнăхман Нина Муркаш районĕн больницине вырнаçнă, çав вăхăтрах сутуçă профессине алла илнĕ. Каярахпа — Тивĕш ялĕн лавккинче, ун хыççăн Шетмĕпуçри хуçалăх лавккинче тăрăшнă. Пулас мăшăрĕпе вăл шăпах унта паллашнă. Икĕ çамрăк пĕр-пĕрне килĕштернĕ. 5 çул хĕрпе каччăлла çÿренĕ хыççăн юратакан чĕресем пĕрлешнĕ. «Эпĕ 25 çулта качча тухрăм, упăшка Петя ун чухне 29-таччĕ. Иксĕмĕр те мăшăрланма васкаман, çемье пурнăçне астивме ĕлкĕрĕп-ха тесе шухăшлаттăм. Туй тунă хыççăн çулталăкран эпĕ амăшĕ пулассине пĕлтĕм, çие юлсан больницăна кайсан тухтăрсем мана ватă хĕрсен йышне кĕртрĕç. Куншăн кулянмарăм. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртрĕ, таса та сывă ача çуралчĕ», — пурнăçĕпе паллаштарчĕ Нина Калистратовна.
Телейлĕ мăшăр виçĕ ывăла пурнăç парнеленĕ, шăкăл- шăкăл калаçса пурăннă. Колхозра вăй хунă арçынсем пысăк ĕçе пурнăçланине чылай чухне эрех-сăра ĕçсе паллă тунă. «Петя ĕçкĕпе иртĕхекен çын марччĕ. Анчах ытти арçынпа пĕрле вăл та ĕç вĕçленнине паллă тума юлкалатчĕ. Пĕр кунхине киле таврăнмарĕ. Часах хурлăхлă хыпар çитрĕ: Петьăн чĕри тапма чарăннă. Мăшăра чир-чĕр аптратмастчĕ, çав «хаяр» шĕвеке пулах вăл пурнăçран уйрăлчĕ-тĕр. Халĕ тин тĕрĕссине пĕлес çук. Ун чухне аслă ывăлсем шкулта вĕренетчĕç, кĕçĕнни вара садик ачи кăначчĕ. Малтанхи вăхăтра тăлăх арăм пурнăçне хăнăхма çăмăл марччĕ, мăшăр текех çуккине ĕненместĕм. Вăл халь-халь алăкран кĕрес пек туйăнатчĕ. Хăш чухне алă усăнатчĕ, нимĕн тăвас килместчĕ. Хунямапа хуняçа йывăрлăхра ырă сăмахпа пулăшас вырăнне суран çине тăвар сапрĕç: упăшкана эпĕ вĕлернĕ тесе айăпларĕç, вĕсен ывăлне упрайман-мĕн. Ку чуна пушшех те ыраттаратчĕ. Пурăнас килместчĕ, ачасемшĕн кăна малалла талпăнтăм. Хунямапа хуняçа мана сăмахпа кÿрентерчĕç пулин те пĕчченлĕхре хăвармарĕç, пулăшсах пычĕç. Ун чухне çуллаччĕ, аппан ачисем килсе пулăшатчĕç. Эпир выльăх нумай усраттăмăр. Куляннипе алă ĕç патне пымастчĕ. Аппан ачисем киле кайсан чун кÿтсе килнипе чĕркуçленсе йĕреттĕм. Çамрăк пулнă, кашни сăмаха чĕре çывăхне илеттĕм. Ывăлсем кил-тĕрĕшре вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатчĕç, апатне хăйсемех хатĕ-рлетчĕç, кил хуçалăхĕнче пăта çапма та пултаратчĕç. Пысăк ĕçсене пурнăçланă чухне шăллăм, кÿршĕсем пулăшатчĕç», — 14 çул каяллахине куç умне кăларчĕ хĕрарăм. Пĕччен хĕрарăма пурнăç йĕркелеме çăмăл мар, çапах Нина Калистратовна тепĕр хутчен çемье çавăрма шухăшламан. «Пĕрре телей кураймарăм тăк ĕмĕрĕпех çапла пулĕ», — шухăшланă вăл. Ывăлĕсем хăш чухне: «Тантăшсене ашшĕсем чаплă япала туянса параççĕ», — тенине лăпкăн йышăннă тăлăх арăм. Арçын ачасене ашшĕ кирлĕ, вĕсем унран тĕслĕх илеççĕ-çке-ха. Нина Калистратовна çакна лайăх ăнланнă, анчах шухăшне пурпĕрех улăштарман, пĕчченех кун кунланă.
Тепĕр инкек
Çемье пуçĕ куçне ĕмĕрлĕхех хупсан 40 кунхине асăннă, унтанпа нумай та вăхăт иртмен — Нина Калистратовна тепĕр çывăх çыннине çухатнă. Пĕр хуйхăран уçăлса çитменскерĕн тепĕр виле пытарма тивнĕ: унăн ашшĕне тискеррĕн вĕлернĕ. Малалла вулас...
Комментировать