Савнине качча илменшĕн ÿкĕннĕ

2 Ноя, 2017

Ялта ăна Саид тесе чĕнеççĕ. Çук, «Клон» сериала курнă хыççăн мар, çак хушма ят ун çумне салтака кайса килсен çыпăçнă. Мароккăра мар, Кавказ тăрăхĕнчи Карабахра çарта тăнă вăл. «Сериалти Жади упăшки мар-çке эпĕ. Ют хĕрарăмпа ахалех ан çыхлантарăр-ха мана, нихăçан та авланманскере», — пĕрре мар çапла каланă вăл Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕшĕлсене.

47 çулти Андрей Григорьев пÿрте виçĕ корреспондент кĕрсе тăрсан çухалса кайрĕ. Шикленнипе тĕп сакайне сикмерĕ вăл, Елчĕк тăрăхĕнчи пĕр ялти хусах пек çуртне çăрапа питĕрсе тухса тармарĕ. Аптăранипе урине тенкел çине хăпартса хучĕ те пирус чĕртсе ячĕ, ункă кăларсах мăкăрлантарма тытăнчĕ. Корреспондентсем тĕтĕм шăршине тÿсеймесĕр тухса каяççĕ тесе шухăшларĕ пуль-ха. Çук, кунпа пире хăратаймăн, командировкăра журналистсен темĕн те тÿсме тивет. Унпа калаçас тесе чыхăнтаракан çăра тĕтĕме çăтса лартăмăр. Чÿречине уçас — хĕлле шăнса вилесрен Андрей ăна çыпăçтарнă.

Арçын шÿтлеме ăста иккен, сăмах илме кивçене кайманнине алăкран кĕрсенех ăнлантăмăр. «Эсĕ авланманнине пĕлетпĕр, айккинче сана атте тесе чĕнекенсем çук-и? — тесе ыйтсан: «Ача çуратма эпĕ хĕрарăм мар. Мĕн, вĕсене тăрантарас тесе Урал тăвĕсем çине кайса ĕнсе татăличчен ĕçлемелле-им ман?» — ыйтăва ыйтупах хуравларĕ арçын.

Çамрăк чухне кашнин чĕринче юрату чĕрĕлет. Ял çыннисем каланă тăрăх, яш чухне Андрей та Шупашкар районĕнчи пĕр хĕре чунран савнă. Анчах икĕ çамрăкăн темшĕн çемье çавăрма май килмен. Каярахпа каччă куншăн пĕрре мар ÿкĕннĕ. Чавса çывăх та çыртма çук çав. Салтакран килнĕ Андрей хыççăн хĕрĕсем пайтах чупнă-ха, анчах каччă тиркенĕ-ши — нихăшне те арăм туман.

Инкек ăнсăртран сиксе тухнă. Шартлама сивĕ пĕр кун, 10-12 çул каялла, Андрейăн икĕ аллине те тăм илнĕ. Çакăншăн хăйнех айăплать вăл. «Хĕре çĕрĕ илсе парас мар тесе пÿрнесене ятарласа таттартăм», — каллех шÿтлерĕ хусах. Пÿрнисем çук пулин те Андрей хăех апат пĕçерет, урай çăвать, трактор рулĕ умне ларса ял халăхне пулăшать. Колхозра трактористра чылай çул ĕçленĕ вăл. Халĕ сыпăнтаркаласа пурăнма укçи-тенкине епле çитерет-ши? «Э-э-э, ялти лавкка умне тухса тăратăп та авкаланса-хуçкаланса «Линкка-линкка», «Кăва-кăва» ташлатăп, вара укçа параççĕ. Чăвашăн ташă нумай вĕт, мачча шăтса тухиччен ун пек те, кун пек те сиккеле кăна», — куçран куççуль тухичченех култарчĕ пире.

Андрей Григорьев — III ушкăн инваличĕ. Çапах алă усса лармасть вăл. Кĕтÿ те кĕтет, кил-çуртра та хăех тирпейлет. Пÿрте газ кĕртнĕ, шывне кÿршĕсем патне каçса ăсса килет. Çулла пулла çÿреме юратать, унтан нихăçан та пушă витрепе таврăнмасть. «Чĕрĕ шыв» ытлах ĕçсе каймастăп, юрамасть иртĕхме. Пĕлетĕр-и: халь хăть артисчĕ, хăть тракторисчĕ — пурте ĕçкĕç», — пирус тĕпне сÿнтернĕ хыççăн тенкел çинче патша пек каçăрăлса ларчĕ те сăмах çăмхине малалла сÿтрĕ хусах арçын.

Ял çыннисем Андрейăн крыльци çинче хĕрарăм пушмакĕсем ларнине час-часах асăрхаççĕ. Кивĕ Мĕшĕл майрисем пĕрмай килсе ан чăрмантарччăр тесе кÿршĕри аппăшĕнчен ятарласа пушмаксем кайса илет те пусма вĕçне лартать. Эпир килессине систерсе ĕлкĕреймен пулмалла — пĕр пушмак та асăрхамарăмăр.

Пăта çапса тăмасан кил хуçалăхĕ юхăнать, хапха-карта тайăлать. Андрейăн ашшĕ-амăшĕ тахçанах çĕре кĕнĕ ĕнтĕ, унтанпа вăл çурта пĕчченех тытса пурăнать. Сусăра хуралтă таврашне юсама çăмăл мар паллах. Андрей Григорьевăн кивĕ хапхи вăйлă çил вĕрсенех персе анассăн туйăнать. Пире ăсатма тухсан та шÿтлемесĕр чăтаймарĕ: «Манăн хапхана ÿкерсе илĕр-ха, ăна хаçатра курсан, тен, собес килсе туса парĕ».

Пĕччен пулин те тунсăхламасть Андрей. «Мĕншĕн пĕччен вара эпĕ? Пĕччен мар-çке, ял-йыш, кушаксем пур», — терĕ вăл. Ялта ăна Саид тесе чĕнеççĕ. Çук, «Клон» сериала курнă хыççăн мар, çак хушма ят ун çумне салтака кайса килсен çыпăçнă. Мароккăра мар, Кавказ тăрăхĕнчи Карабахра çарта тăнă вăл. «Сериалти Жади упăшки мар-çке эпĕ. Ют хĕрарăмпа ахалех ан çыхлантарăр-ха мана, нихăçан та авланманскере», — пĕрре мар çапла каланă вăл Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕшĕлсене. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.