"Манăн Елчĕк енĕм ырă çынпа пуян": Шупашкарта паян ентешлĕх уявĕ иртрĕ
Паян Шупашкарта, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче, Елчĕк ентешлĕхĕн уявĕ иртрĕ. "Манăн Елчĕк енĕм ырă çынпа пуян" ятпа йĕркеленĕскере Елчĕк районĕ 90 çул тултарнине халалланă.
Уяв программи анлă пулчĕ. Малтан виçĕ команда воллейбол турнирĕнче вăй виçрĕ. Атлетсем кире пуканĕ йăтрĕç. Ентешлĕх уявне килнисем Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ алă ăстисен ĕçĕсемпе паллашма пултарчĕç.
Пухăннисене Елчĕк ентешлĕхĕн ертÿçи Алексей Лапшин саламларĕ. "Эпĕ сирĕнпе мăнаçланатăп. Яланах хальхи пекех туслă пурăнасчĕ", - терĕ вăл. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пурне те Елчĕк районĕн 90 çулхи юбилейне паллă тума йыхравларĕ: вăл чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртет.
Уяв пысăк концертпа вĕçленчĕ.
Комментировать