Пăхаттирсен вăй-халĕ иксĕлми

27 Окт, 2017

Пĕтĕм Раççейри турнирта Чăваш Ен спортсменĕ ытларахчĕ. Вĕсем пирĕн республикăри чылай районпа хула чысне хÿтĕлерĕç. Яланхи пекех Елчĕк, Йĕпреç, Шупашкар, Канаш, Куславкка пăхаттирĕсем маттур пулчĕç. Турнир паттăрĕсемпе малалла паллаштаратпăр.

Хаçат ăмăртăвне Вăрнар район спортсменĕсем кашни çул хутшăнаççĕ. Шĕнер ачи Олег Леонтьев ку хутĕнче те пьедестал çине хăпарчĕ. Ял хуçалăх академийĕн студенчĕ икĕ çул каяллах призерсен йышне кĕме вăй çитернĕччĕ. Ун чухне 11-мĕш класра вĕреннĕ яш помост çине пĕрремĕш хут тухнăччĕ. Анатолий Иванов тренер пулăшнипе пĕрремĕш утăмĕсене тунă спортсмен пĕлтĕр «Раççей çамрăкĕсем» тата «Хыпар» турнирĕсенче пухмача ылтăн медальпе пуянлатнă.

Хĕрлĕ Чутай каччи Леонид Ярадов /тренерĕ — Юрий Бирюков/ «Спартакра» иртнĕ турнирта яшсен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. «Виçĕ çул каялла районти спорт керменĕнчи тренажер залне çÿреттĕм. Юлташсем кире пуканçăсен секцине çырăнма сĕнчĕç. Вĕсем темиçе эрне çÿрекелерĕç те пăрахрĕç. Эпĕ вара юлтăм. Ку спорт кăсăклă та илĕртÿллĕ пулнипе кăмăла кайрĕ», — иртнине савăнса аса илчĕ 19-ти каччă. Хальхи вăхăтра республикăри чылай ăмăрту çĕнтерÿçи ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илет.

18 çулти Василий Кириллов тимĕр вăййипе туслă пулнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Ял хуçалăх академийĕн студенчĕ — Елчĕк районĕнчен. Ку тăрăхран паллă кире пуканçă нумай тухнăран Лаш Таяпа каччи мĕн ачаран аслисенчен тĕслĕх илсе ÿснĕ, шкул çулĕсенчех Анатолий Кондратьев тренер патне тренировкăна çÿреме тытăннă. Сăмахран, кăçал спорт мастерĕн кандидачĕ Чăваш Енре мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Хыпар» турнирĕнче те парнесĕр юлмарĕ вăл.

РФ МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕнче вăй хуракан Александр Козарь те пирĕншĕн çĕнĕ çын мар. Ку ăмăртăва вăл иккĕмĕш хут хутшăнчĕ. Украинăри Донецк хулинче çуралнăскерĕн ачалăхĕ Казахстанра иртнĕ /унăн ашшĕ — çар çынни/, Мускав облаçĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. 2012 çулта çамрăк специалиста Чăваш Ене ĕçлеме янă. «Тимĕр вăййипе эпĕ академире вĕреннĕ чухне кăсăкланма пуçларăм. Шупашкарта кире пуканĕн спорчĕ вăйлă аталанни мана ăмăртусене хутшăнма хавхалантарчĕ», — терĕ çăлавçăсен хушшинче ирттернĕ çĕршыв чемпионачĕн çĕнтерÿçи.

Ентешсем — ăмăрту паттăрĕсем

Валерий Тимофеев Алтай крайĕнчи Рубцовск хулинче пурăнать. 54 çулти арçын Елчĕк районĕнчи Анатри Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1985 çулта Шупашкарти строительство техникумĕ хыççăн çамрăк специалиста Алтай тăрăхне направлени панă. Унта хăйĕн юратнă çыннине тĕл пулса çемье çавăрнă вăл. Строительство фирминче вăй хуракан арçын кире пуканĕ спорчĕпе çамрăклах туслашнă. «Штанга та йăтаттăмăр, анчах ун чухне ăмăртусене ытлашшиех хутшăнман. Çÿç пĕрчисем шуралса пынă май тепĕр хут хатĕрленме пуçларăм. Халь ветерансен хушшинче вăй виçетĕп», — терĕ спорт мастерĕн кандидачĕ. Сăмах май, «Хыпар» турнирне пĕрремĕш хут хутшăннă пăхаттир РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Валерий Николаевичăн çитĕнĕвĕсем пĕчĕк мар. Вăл кăçал Киров хулинче ветерансен хушшинче иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче абсолютлă чемпион ятне тивĕçнĕ. «Кире пуканĕ йăтни вăй-хал хушать. Хăвна яланах аван туятăн, ĕçре ывăнмастăн», — терĕ ентешĕмĕр.

Чĕмпĕр хулинчи Алексей Михайлов «Хыпар» турнирĕшĕн те, Чăваш Еншĕн те ют мар. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш пăхаттирĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура 9 хут çĕнтернĕ. Европа тата тĕнче турнирĕсенче малти вырăнсене йышăннăскер Раççей тата тĕнче рекорчĕсене те çĕнетнĕ. 2013 çулта çурма марафонта 24 килограмлă снаряда 729 хут йăтса тĕлĕнтернĕ. Паянхи кун вăл Чĕмпĕрти ял хуçалăх академийĕн студенчĕсене кире пуканĕ йăтма вĕрентет. «Эпĕ сварщике вĕренсе тухнă, халĕ те çак сферăрах ĕçлетĕп. Канмалли кунсенче тренировкăсем ирттеретпĕр, — пĕлтерчĕ Алексей Михайлов. — Чăваш Енре кире спорчĕ лайăх аталанать. Кунта спорта парăннă çын нумай. Вĕсем хăйсен опычĕпе çамрăксене паллаштараççĕ». Унăн ывăлĕ Евгений те тимĕр вăййипе туслă. ФСИН управленийĕн тытăмĕнче ĕçлекен каччă пирĕн республикăра иртнĕ турнирсенче пĕрре мар мала тухнă.

Чĕмпĕр тăрăхĕнчи кире спорчĕн чи сумлă пăхаттирĕсенчен пĕри — Касим Гилязетдинов. Хулари заводра 40 çул вăй хунăскер ĕç хыççăн спорт шкулне васканă. Унăн 34 вĕренекенĕ СССР тата РФ спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче чăвашсем те пур. Шăмăршă тăрăхĕнчи Юрий Угарин, Елчĕкри Валерий Тибиркинпа Алексей Мустаев çĕршыв турнирĕсенче палăрнă. Хальхи вăхăтра Касим Фяссакович Чĕмпĕр облаçĕн пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕнче тăрăшать. Çичĕ теçетке çул урлă каçнă пулин те паян та спорт хатĕрне алăран ямасть. «Хыпар» турнирĕнче пĕрре мар çĕнтернĕ мучи кăçал та призерсен йышне кĕчĕ.

Инçе çула кĕскетсе

Пермь крайĕн спортсменĕсем Шупашкара пĕрремĕш хут килнĕ. Вĕсем РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçлама пултарчĕç. Фидарис Хасанов каланă тăрăх — çамрăксем хăйсем тĕллĕн хатĕрленеççĕ. «Чылайăшĕн тренер çук пулин те Пермь крайĕн чемпионачĕсенче тупăшса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ĕçтешсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ, тренажер залĕсемпе фитнес центрĕсене çÿреççĕ», — терĕ ШĔМ ĕçченĕ. Кăçал Пермь хулинче жонглерсен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ иртĕ. Кире пуканçăсем унта та хутшăнма хатĕрленеççĕ иккен.

Белгород хулинчи Александр Мальков пирки питĕ çирĕп ыйтакан спорт судйи теççĕ. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Шупашкарта иртнĕ турнирсенчех палăрнă. 1995 çулхи тĕнче чемпионатĕнче вăй виçнине халĕ те ăшшăн аса илет хăна. Спорт карьерине вĕçлесен Александр Петрович çамрăксемпе ĕçлеме тытăннă. Унăн вĕренекенĕсем те «Хыпар» турнирĕнче пĕрремĕш утăмĕсене тунă.

— Чăваш Енре юлташ нумай. Борис Глинкинпа, Юрий Карповпа пĕрле тĕрлĕ ăмăртура пĕрре мар тупăшнă. Совет Союзĕн командинче те пĕрлеччĕ эпир, — терĕ технологи университечĕн преподава-телĕ. — Спортсменсен йышĕ унччен пысăкрахчĕ. Вĕсен шучĕ çултан-çул чакса пырать. Телее, кире пуканĕ йăтакансен йышĕнче лайăх кăтартусемпе палăракансем, çитĕнÿ патне ăнтăлакансем пур-ха. Ĕлĕкрех хăйсемех килетчĕç, халĕ хамăр шыратпăр. Паллах, ирĕксĕрлесе нимĕн те тутараймăн. Хамăр пата илĕртсе майĕпен-майĕпен хăнăхтарса пыратпăр. Ялта ĕçлесе ÿсекен çамрăксем çирĕпрех, вĕсене спорта явăçтарма çăмăлрах. Ку енĕпе Чăваш Ене ытларах ăннă: пăхаттирсен йышĕнче пурте тенĕ пекех ял ачисем. Хулара ытларах чухне ĕç мĕнне пĕлменни нумай, — сăмах çăмхине сÿтрĕ Белгород çынни.

Тутарстан спортсменĕсем те «Хыпар» турнирне çуллен хутшăнаççĕ. Кашнинчех çĕнĕ çынсем килеççĕ, çĕнĕ ятсем палăраççĕ. Альберт Гиниатуллин тренер та Шупашкарти ăмăртура пĕрремĕш хут. «Чăваш Ен тĕп хулине курма, канма, сипленме килкеленĕ-ха эпир, анчах турнира хутшăнма тÿр килмен. Кунта спорт керменĕсем питĕ чаплă. Чăваш Енре пире кăмăллăн кĕтсе илчĕç», — терĕ Хусанти «Олимп» спорт шкулĕн тренерĕ. Кăçал Тутар Республикин чысне танк училищинче вĕренекен çамрăксем хÿтĕлерĕ. «Вĕренÿ заведенийĕнче те спорт секцийĕ аван ĕçлет. Рамиль Абдуллин тренер пулăшнипе пулас çар çыннисем пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ», — терĕ Альберт Зуфарович. Телее, тутар спортсменĕсене ăнчĕ, тĕрлĕ виçере тупăшса вĕсем медаль çĕнсе илчĕç, иккĕшĕ мастер нормативне пурнăçларĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.