- Чăвашла верси
- Русская версия
Парăма татман, çынсем вара çапах сĕт йăтаççĕ
Хисеплĕ «Çамрăксен хаçачĕ»! Сирĕн пата чĕре ыратăвĕпе Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕлĕшрен çыратпăр.
Эпир, ялти çынсем, выльăх усраса сĕтпе, какайпа укçа тума хăнăхнă ĕнтĕ. Йывăр пулсан та 2, 3, 5-шер ĕне усракан нумай. Сĕтне вара «Родник» тулли мар яваплă обществăна сутрăмăр. Ку хуçалăх Пăрачкавра вырнаçнă, ертÿçи — Александр Черыков. Сĕт пуçтарма пирĕн яла Елена Войнова, чипер те хитре калаçма пĕлекенскер, килетчĕ. Укçине те йĕркеллех паратчĕ. Пирĕнпе сĕт пуçтаракан хушшинчен мĕнле хура кушак каçса кайрĕ-ши? Кăçал çĕртме уйăхĕн 1-9-мĕшĕсенче панă чĕр таваршăн укçа тÿлемерĕç. 13 çыннăн пурĕ пĕрле пухăннă парăм — 47880 тенкĕ. Пирĕншĕн ку пĕчĕк укçа мар.
Вырăнти влаçпа та канашларăмăр, прокуратурăна та çырупа тухрăмăр. Вăл А.С.Черыкова айăплама «улика» çителĕксĕр тесе хуравларĕ. Никамран та пулăшу кĕтсе илеймерĕмĕр... Пирĕн пек шар куракансем районта татах пур. Эпир сирĕн хаçатăн кашни номерне вулатпăр, эсир пире тĕрĕслĕх туп-ма пулăшасса кĕтетпĕр. Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Суд залĕнчен аран утса тухрăм...» статьяра çапла çырни пурччĕ: «Кашни ĕçшĕнех, пысăк-и вăл, пĕчĕк-и, явап тытмах тивет», — тенĕччĕ унта. Анчах пирĕн тĕслĕхре явап тытаканĕ тупăнмарĕ-ха.
Е.Войновăпа А.Черыков айăпа пĕр-пĕрин çине йăвантараççĕ. Пирĕн ялта пĕрисем сĕте халĕ те «Родник» хуçалăха ăсатаççĕ, парăма татасса кĕтеççĕ. Теприсем ăна пама пăрахрĕç, урăх çынсемпе сутă тăваççĕ. Халĕ Елена Войнова пирĕн еннелле сĕт пуçтарма килмест. А.С.Черыков патне шăнкăравласах тăратпăр. Вăл пирĕнпе пĕрре те йĕркеллĕ калаçмасть. Калăн, эпир айăплă унăн умĕнче.
Сирĕн хаçат нумай çынна пулăшнине пĕлетпĕр. Пирĕн çырăва та айккине сирсе хăвармасса шанатпăр.
Кивĕ Мĕлĕш çыннисем.
Çырăва 13-ĕн алă пуснă.
Айăп тупайман
Иртнĕ эрнере çыру йĕрĕпе çула тухрăмăр. Пире кĕтсе Кивĕ Мĕлĕш лавккине çынсем пухăннăччĕ. Вĕсем чун ыратăвне уçма тăрăшрĕç. Кульцав ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Нараткин та кунтахчĕ.
4 ĕне усракан Александровсен сĕтшĕн 7600 тенкĕ илмелле. «Выльăх-чĕрлĕхпе мĕн чухлĕ ĕç? Çăвĕпе утă хатĕрлетпĕр, кашни кун тислĕк тасататпăр... Ĕнесем кăна мар, пăрăвĕ-вăкăрĕ те пур. Ирхине 4 сехетре тăратпăр. Мĕншĕн пирĕн сĕте ахалех памалла? Чĕр мăшкăл ку», — терĕ Юлия Виссарионовна. Степановсем çулла 7 ĕне сунă. Вĕсен умĕнчи парăм — 8520 тенкĕ. Кам мĕн чухлĕ сĕт панине, миçе тенкĕ илмеллине çынсем çырсах пынă. Çулла Пăрачкав предпринимателĕ 1 литр сĕтшĕн 15 тенкĕ тÿленĕ, халĕ — 19.
«Прокуратура уголовлă ĕç пуçарма улика çук тет. Сумма пĕчĕк тесе çапла калаççĕ-тĕр. Пирĕншĕн ку та пысăк укçа», — кăмăлсăрланчĕ ял-йыш.
«Вĕсем Турхан енчи çынсене те улталанă. Парăмĕ пирĕннинчен те пысăкрах теççĕ. Халăха чĕнсе калас килет: Пăрачкав çыннисене никамăн та сĕт памалла мар! Виçĕ кун та пулин пушăлла ярасчĕ вĕсене. Тăкак ĕнсене хыçтарĕччĕ. Анчах никама та ÿкĕте кĕртейместĕп, çынсем пĕрех сĕт йăтаççĕ. Нумайăшĕ сĕте хăй çимесĕр вĕсене парать. Пĕр сенĕк утă хатĕрлеме те çăмăл мар. Эпĕ икĕ çĕрлĕ ĕçленĕрен çынсем пек тăватă ĕне усрамастăп, иккĕ кăна. Питĕ кÿренмелле пулса тухрĕ», — калаçрĕ Светлана Гончарова.
Кульцав таврашĕнче сĕт пуçтарма Йĕпреçри предприниматель те вăйпах кĕнĕ. Вăл çынсене «ман пата куç» тесе ÿкĕтленĕ.
— «Çук, эпĕ Пăрачкавсенех парăп», — терĕм. Ун чухне пĕр-пĕрне шанаттăмăр. А.Черыков пирĕнпе нумай çул ĕçлет, укçине яланах вăхăтра панă. Йĕпреç çынни мана хăйĕн енне çавăрма тытăнсан: «Света, асту: вăл халăха улталанă. Маларах ашпа ĕçленĕскер çынсене чике тăршшĕ лартса хăварнă», — асăрхаттарчĕ мана Елена Войнова. Ултавçи хăй пулнă иккен! Кăçалхи ака уйăхĕнче ывăла авлантарнă чухне унран 15 пин тенкĕ кивçен ыйтрăм. «Эс суймастăн-и? Парса татăн-и кайран?» — вăл çапла иккĕленни питĕ тĕлĕнтерчĕ. Эпĕ вĕсене шанатăп вĕт-ха. Кунсерен сĕт па-ратпăр, тепĕр чухне укçине эрнесĕр те илмен. Укçа пачĕ, кирлĕ вăхăтра пулăшрĕ. Эпĕ кайран парăма сĕтпе татрăм. Ун хыççăнах çакăн пек пăтăрмах сиксе тухрĕ...» — аса илчĕ Светлана Гончарова. Малалла вулас...
Комментировать