Экономикăра тăнăçлăх туртăмĕсем вăй илеççĕ

23 Окт, 2017

Чăваш Енри нумай ачаллă вун-вун çемьешĕн кăмăллă хыпар — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăпах унран пуçларĕ: Çĕнĕ çултан çемьесем виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн пособи илме пуçлаççĕ.

Пособи таврăнать

Аса илтерни вырăнлă: республикăра ача çуратассин кăтартăвĕсем аван пулнине кура çулталăк пуçламăшĕнче Чăваш Ен çав пособие тÿлекен регионсен шутĕнчен тухса ÿкнĕччĕ. Халь вара Владимир Путин Президент демографие лайăхлатасси çинчен калакан указа улшăнусем кĕртнĕ, тивĕçлĕ коэффициента улăштарнă май Чăваш Енре те çемьесем тÿлев илме пуçлĕç.

Промпроизводство 102,7% шайĕнче

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин республикăн кăрлач-авăн уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмлетÿ çапларах: тăнăçлăх вăй илнин туртăмĕ палăрать. Каялла чакнă отрасль — пурнăмалли çурт-йĕр тăвасси /89,5%/. Министр кăçал планпа пăхнă 630 пин тăваткал метр çурт тăвассине пурнăçласси иккĕленÿллĕ пулнине пытармарĕ. Инфляци 1% танлашнă. Хăш-пĕр енĕпе дефляци те палăрать: апат-çимĕç енĕпе 1,1% чухлĕ. Интереслĕ самант: потребитель рынокĕнче промышленноç таварĕсене туянасси ÿсни курăнать.

"Трактористсен" хуçи улшăнать

Ĕç укçи 7,6% хушăннă — уйăхра вăтамран 23,7 пин тенке яхăн. Ĕçсĕрлĕх кăтартăвĕсем тĕлĕшпе те ĕç-пуç аванах. Ку темăна çĕкленĕ май Михаил Игнатьев "Трактор завочĕсем" концернăн республикăри предприятийĕсенчи лару-тăру пирки сăмах хускатрĕ: "Трактор заводне çăмăл мар. Унта пĕтĕмпех йĕркеллĕ тееймĕн. Ĕçлекен 9 пин çын — пăшăрханаççĕ". Çав вăхăтрах хăш-пĕр журналист, Михаил Васильевич шучĕпе, лару-тăрăва тата пăлхатать — митинга тухма чĕнни таранах: "Çав журналистсем хăйсем трактор заводĕнче ĕçлемеççĕ те..."

Владимир Аврелькин вара кăçал "Промтракторти" производство 246% çитнине палăртрĕ, "Промтрактор-Промлитра" - 400... "Промтрактор—Вакунăн" — тата пысăкрах. "Паллах, ку кăтартусем пĕлтĕрхипе танлаштарса палăртнисем — ун чухне нуле çывăх пулнă..." — терĕ-ха, анчах предприятисем ĕçлени куçкĕрет. МИХсем "Промтракторти" панкрутлăх процедури пирки тĕксĕм тĕссемпе çырни те ăна тивĕçтермест: çак процедура трактор заводне сыватма кирлĕ. Хăй вăхăтĕнче унашкалли Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ заводра та пулнă — халь вăл ăнăçлă ĕçлет. "Промтракторта" хăйĕнче те ку мелпе усă курнă — усă кÿнĕ. "Çак ĕç чи малтанах предприятисен хуçи улшăнассипе çыхăннă", - вĕçлерĕ министр.

Темăна Иван Моторин премьер малалла тăсрĕ: "Концерн предприятийĕсен ыйтăвне РФ Промышленноç министерствинче тишкернĕ: сăмах предприятисене "Ростех" тытăмне йĕркеллĕ куçарасси пирки пырать. Çакăнпа пĕрлех налук, энергоресурссемшĕн тат ĕç укçи тÿлеме 1,5 миллиард тенкĕ уйăрассине ырланă. Çак укçа чÿк уйăхĕн пĕрремĕш çурринче килмелле. Чÿк уйăхĕнчех "трактористсем" "Ростеха" куçас ĕçе вĕçлемелле".

— Хăшĕсем пире трактор завочĕ çине алă сулнă тесе ÿпкелеме пăхаççĕ. Алă сулман, ку енĕпе ĕçленĕ, вĕçне çитиччен ĕçлĕпĕр. Унта парăмсем питĕ пысăк — 80 миллиард тенкĕ патнелле. Паян производствăна реанимацилес енĕпе пĕтĕмпех тумалла. "ТЗ" концерн — пирĕн патри тăватă предприяти кăна мар. Раççейĕпе 20 пин ытла çын ĕçлет. Çавăнпа та ку — федераци шайĕнчи çивĕч ыйту. Апла пулин те эпир малашне те ĕçлĕпĕр, кирлĕ пулсан ĕçрен пушанакан йыша урăх прфессисене вĕрентме, ĕçе вырнаçмашкăн пулăшма хатĕр — Чăваш Енри ĕç рынокĕнче паян 17 пин ваканси, - терĕ Михаил Игнатьев.

Сочи, çулсем...

Вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев республика Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне хутшăнни çинчен каласа пачĕ. Сочие 188 çĕршывран 30 пине яхăн яшпа хĕр пухăннă. Чăваш Енрен — 123 делегат /списокра 125-ĕн пулнă, анчах иккĕшĕ чирлесе ÿкнине пула çула тухайман/. Ентешĕмĕрсем тăван республикăпа чăннипех çÿллĕ шайра паллаштарнă — ют çĕршывсенчен килнĕ çамрăксене чăваш сăмахĕсене вĕрентни таранах. Ятарласа видеоролик хатĕрленĕ те — хура ÿтлĕ пĕр яш чăваш ялĕнчен тейĕн, "эп сана юрататăп!" тесе питĕ илемлĕ калать.

Транспорт министрĕ Владимир Иванов çул-йĕр хуçалăхне хĕле хатĕрлени пирки отчет турĕ.

Рубрика: 

Комментировать